Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Республика Пуçлăхĕн стипендиачĕсем

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2018 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе республикăри 1000 çамрăк ятарлă стипенди илсе тăрĕ. Палăртма кăмăллă, вĕренỹре, спортра, ĕçре тата ытти тытăмра пултарулăхпа палăрнисем, пысăк çитĕнỹсем тунисем хушшинче пирĕн районти çамрăксем те пур. Вĕсем çулталăк тăршшĕпех 1830 тенкĕпе танлашакан стипенди илсе тăрĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем:

. Елена Юрьевна АФАНАСЬЕВА, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 11 А класра вĕренекен;

. Владимир Владимирович МИХЕЕВ, Мăн Этмен шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен;

. Денис Викторович РЕМИЗОВ, Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен;

. Ольга Сергеевна УХЛЕЙКИНА, Атнарти вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен;

. Марина Георгиевна ЧАНГАЙКИНА, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки, Çĕн Атикасси ялĕнчен.

Хисеплĕ вулакансем, енчен те эсир кăçалхи стипендиатсем хушшинче пирĕн ентешсем татах пуррине пĕлетĕр пулсан, пире çакăн пирки шăнкăравласа е çырса пĕлтерме ыйтатпăр.

А.КАРПОВА.



Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь»)
11 января 2019
16:12
Поделиться