Сĕткен тĕнчи илĕртет
Çĕр ĕçченĕсен професси уявĕнче ял ĕçченĕсем хăйсем туса илнĕ продукципе хаваспах куравра паллаштарчĕç. Унта район центрĕнчен аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсем те çитсе хăйсен ĕçĕпе мухтанма пултарчĕç.
Акă Штанаш ял тăрăхĕн администрацийĕ тĕрлĕ сĕткен тăвас енĕпе ăста пулнине çирĕплетсе пачĕ. Кунта виноградран, шур çырлинчен, тĕрлĕ улма-çырларан хатĕрленĕ сĕткенсем чылайччĕ. Хурăн шывĕ те пурччĕ. Çак тăрăхра пурăнакан Зоя Прокопьевапа Светлана Соловьева та тĕрлĕ сĕткен хатĕрлес енĕпе маттур. Вĕсен пахчинче кашни çулах тем тĕрлĕ улма-çырла ỹсет. Вĕсем палăртнă тăрăх, Штанашра ял çыннисем уйрăмах виноград ỹстерессипе тимлеççĕ.
А.ВАСЮКОВА.
"Пирěн пурнăç"