Хăнасене хапăл туса йышăнать
Ноябрь уйăхĕ те, ыттисем пекех, сумлă юбилейсемпе пуян. Район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, социаллă хỹтлĕх пайĕн сотрудникĕсем нумаях пулмасть ветерансем патне çитсе вĕсене юбилейĕсемпе саламланă, 90 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам Çырăвĕпе паллаштарнă.
Акă ноябрĕн 6-мĕшĕнче Тумликасси ялĕнче пурăнакан Матрена Петровна Орлова (тĕплĕнрех çитес номерсенче) тата Хурашашри Антонина Максимовна Долгова хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ, çывăх тăванĕсемпе хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă.
90 çула çитесси - уй урлă каçасси мар. Çак çулти ватăсен çамрăклăхĕ пĕрпекрех иртнĕ. Нушине сахал мар курма тивнĕ ветерансен. Вĕсем мĕн ачаран аслисемпе тан уй-хирте, колхозра, вăрманта ĕçленĕ. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, çутă ĕмĕтпе малалла талпăннă. Тата çамрăкраххисем вĕсенчен ĕçе хăнăхса пынă, тĕслĕх илнĕ.
Антонина Максимовна Долгова та хăйĕн пурнăçне колхоза халалланă, мăшăрлансан виçĕ ачана кун çути парнеленĕ, вĕсене ура çине тăратас тесе вăй-халне шеллемен.
Халĕ вăл пĕчченех пурăнать пулин те, хĕрĕ ун патне тăтăшах килсе çỹрет, кил-хуçалăхĕнче пулăшать. Кинемей мăнукĕсен тата кĕçĕн мăнукĕсен çитĕнĕвĕсене курса савăнать. Калаçма юратакан, хăнасене хапăл туса йышăнакан ветеран кашни кунпа савăнма пĕлет, сад-пахчара та хăех тăрмашать. Пур енчен те маттурскер тата çивĕчскер пĕр минут та ĕçсĕр лармасть. Çывăх çынсен тимлĕхĕпе юратăвĕ кăна çак çула çитме вăй-хăват парать пулĕ. Унăн ĕмĕрĕ хушамачĕн пĕлтерĕшĕ пекех вăрăм пултăр.
А.ВАСЮКОВА.