ПАЯН - Пĕрлехи информаци кунĕ
Информкун районти кашни ял тăрăхĕнчех 10 сехетре пуçланать. Ял çыннисем унта хутшăнса хăйсене хумхантаракан ыйтусем пама пултараççĕ.
Унăн темисем:
- пенси тытăмĕнчи улшăнусем пирки Владимир Путин тухса калаçнă май Чăваш Республикин саккунĕсене улшăнусем кĕртесси пирки;
- коммуналлă каяшсемпе çĕнĕ мелсемпе усă курасси тата вĕсене пуçтарса илсе тухнăшăн укçа пухасси;
- пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2018-2019 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси;
- "Развитие телерадиовещания в Российской Федерации на 2018-2019 годы" федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртесси çинчен.
"Пирěн пурнăç"