Ташша-юрра ăста
Çулсеренех çĕнетсе тăракан районăн Хисеп хăми çинче кăçал Штанашри Культура çурчĕн заведующийĕн Николай Майоровăн сăнне курма пулать.
Николай Васильевич Майоров Штанаш салинче çуралса ỹснĕ, сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Етĕрнери училищĕре водительпе слесарь профессине алла илнĕ. Анчах та, ташша-юрра маçтăр пулнăран ĕнтĕ, 1989 çулта Штанашри Культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçинче ĕçлеме пуçлать. 2006 çулта вăл аккомпаниатора куçать.
Пĕр хушă урăх ĕçре тимленĕ хыççăн Николай Майоров 2011 çулта каллех тăван ялти Культура çуртĕнче тимлеме тытăнать. Çавăнтанпа мĕн паянхи кунччен Штанаш тăрăхĕнчи культура вучахне сỹнтерес мар, пачах урăхла, хытăрах ялкăштарас тесе тăрăшать.
Николай Васильевич "Шуçăм" фольклор коллективне, ачасен, çамрăксен, аслисен ушкăнĕнчен тăракан "Штаваш" ташă кол-лективне тата ытти пĕрлешỹсене ертсе пырать. Çак коллективсем тăтăшах ял тăрăхĕнчи, районти, республикăри тата ун тулашĕнчи культура мероприятийĕсене хутшăнса куракансене хăйсен илемлĕ ташши-юррипе савăнтараççĕ, фестиваль-конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Район шайĕнче иртекен "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем", "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать" тата ытти фестивальсенче куракансем штанашсен пултарулăхне ырласа та кăмăлласа, тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ. Çакăнта Николай Майоровăн тỹпи пысăк пулни каламасăрах паллă. Вăл купăс калама та, чăвашла тата вырăсла эстрада, фольклор юррисене юрлама та, илемлĕ ташлама та, спектакльте выляма та, пĕр-пĕр кинори сăнара калăплама та ăста. Чăн-чăн культура ĕçченĕ теес килет ун пирки.
Николай Майоровăн мăшăрĕпе хĕрĕ те тăтăшах сцена çине тухаççĕ. Майоровсемпе Париковсен çемье ансамблĕ пĕлтĕр республикăра иртнĕ "Пурте туслă çемьерен!" фестивале хутшăнса лауреат Дипломне тивĕçнĕ.
Ял тăрăхĕн тата районăн культурăпа обществăлла пурнăçне активлă хутшăннăшăн Николай Майорова район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
А.КАРПОВА.