Этменсем - Анатолий Тверсковшăн
Сентябрĕн 9-мĕшĕнче Мăн Этмен ял тăрăхĕнче хушма суйлав иртессе маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Унта пурăнакансен ял тăрăхĕн депутатне суйламаллаччĕ.
Суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем паллă. 1011 номерлĕ суйлав участокĕнче 71 суйлавçă шутланать пулсан, вĕсенчен 69-шĕ суйлава хутшăннă (ку - 97,18 процент). 54 суйлавçă хăйсен сассисене Анатолий Иванович Тверсковшăн ("Единая Россия" партин районти вырăнти уйрăмĕ) панă, 12-ĕн - Александр Иванович Назаровшăн (кандидатурине хăй тăратнă), 2-ĕн - Михаил Гурьевич Мареевшăн ("Справедливая Россия" партин регионти уйрăмĕ), 1 суйлавçă - Данис Павлович Лобастовшăн (ЛДПР-Либерально-демократическая партия России политика партийĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕ).
Н.ПЕТРОВА.