Ентешĕсен паттăрлăхне асра тытса
Ял уявĕсене паллă тăвасси юлашки çулсенче ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал та районта чылай ялта çак паллă куна анлăн уявларĕç. Аякра пурăнакан ентешсем те тăван ял уявне хаваспах килме тăрăшаççĕ. Акă Панулми сăпасĕнче чылай ял уявне паллă тунă. Палăртмалла, августăн 25-мĕшĕнче кăна Ишеккассипе Тумликасси, Трапай ял çыннисем йышлăн пухăнса тăван ял праçникĕсене анлăн уявланă.
Асăннă ялсенче пурăнакансем ташласа-юрласа пĕр-пĕрне саламланă, пуян кĕрекере ларса тутлă апат-çимĕçпе сăйланнă. Ял тăрăхĕн пурнăçĕнче хастарлăхпа палăрса тăраканнисене тĕрлĕ хисеп хучĕсемпе парнесем парса та наградăланă.
Трапайсемшĕн вара ял уявĕнче тепĕр парне те пулнă. Çак кунах вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă ентешĕсене асăнса лартнă палăка уçнă. Калас пулать, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçаруллă бюджет йĕркелĕвĕ пирки калакан Указĕпе килĕшỹллĕн çĕклеме май килнĕ. Аса илтеретпĕр, ку Указ вырăнти пуçарусене тĕпе хурса социаллă инфратытăма аталантарассине пулăшас тĕллевлĕ.
Ялти палăк ял çыннисемшĕн хаяр вăрçăра пулнă, мирлĕ пурнăçшăн хăйсен пурнăçĕсене шеллемен, тискер тăшманран сахал мар хĕн-хур курнă ентешĕсене асăнмалли, сăвап тумалли вырăн пуласса чăннипех шанас килет. Вĕсем умĕнче эпир нихçан татăлми парăмра пулнине асра тытасчĕ. Палăка туса лартни - пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç. Анчах та ăна пăхса тăма, упрама пĕлмелле. Çитĕнекен ăру çакна шута илессе, кукашшĕ-кукамăшĕсемпе маçаккăшĕ-мамаккăшĕсен, ытти тăванĕсен паттарлăхне вырăна хурса палăка тирпейлĕ усрасса шанмалли кăна юлать.
Н.МИДАКОВА.