Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мăшăрланакансем сахалрах, уйрăлакансем нумайрах

Кăçалхи сакăр уйăхри демографи кăтартăвĕсем, амăшĕпе ачасен сывлăхне сыхласси - çак тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă августăн 31-мĕшĕнче иртнĕ районти ятарлă комисси ларăвĕнче. Демографи ыйтăвĕсемпе çыхăннă ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пынă.

Райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертỹçи Ирина Егорова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи сакăр уйăхра районта 75 ача çуралнă: 41 арçын ачапа 34 хĕрача. Пĕлтĕр çак вăхăтра 65 ача çуралнă пулнă (33 арçын ачапа 32 хĕрача).

Кăçал январь-август уйăхĕсенче районта 227 çын (101 арçынпа 126 хĕрарăм) вилнĕ, ку пĕлтĕрхинчен сахалрах - пĕлтĕр сакăр уйăх хушшинче 236 çын (111 арçынпа 125 хĕрарăм) çут тĕнчерен уйрăлнă пулнă. Арçынсем пĕлтĕр те, кăçал та вăтамран 65 çулта вилнĕ, хĕрарăмсем - 77 çулта.

Çемье çавăракансен шучĕ вара пĕлтĕрхинчен чакнă - кăçал сакăр уйăх хушшинче 35 мăшăр пĕрлешнĕ, пĕлтĕр çак хушăра 41 туй пулнă.

Уйрăлакансем пĕлтĕрхинчен нумайрах: 2018 çулхи сакăр уйăхра 20 çемье арканнă, 2017 çулхи январь-август уйăхĕсенче - 12 çемье.

Район больницин тĕп врачĕ Иван Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, ача çуралассине ỹстерессипе шурă халатлисем тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Тĕслĕхрен, аборт тăвас шухăшлисемпе психологсем хутшăннипе калаçусем ирттереççĕ, çапла майпа çие юлнă 22 хĕрарăмран 16-шĕ ача çуратма килĕшнĕ. ЭКО мелĕпе те ача çуратаççĕ, кăçал кун пек çие юлнă икĕ тĕслĕх пулнă.

Кăçалхи сакăр уйăх хушшинче район больницинче çие юлнă 59 хĕрарăма учета тăратнă, вĕсенчен 8-шĕ - социаллă йывăр лару-тăрури çемьерен. Паянхи куна район больницинче çие юлнă 36 хĕрарăма сăнаса тăраççĕ.

Районта çулталăка çитмен 95 ача пурăнни паллă, вĕсенчен 8-шĕ йывăр лару-тăрури çемьесенче пурăнать.

Кăçалхи сакăр уйăхра районта виçĕ ача вилнĕ.

ЗАГС пайĕ çынсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, ачасем сахал çуралнин сăлтавĕсем çаксем: çемье çавăракансен ỹсĕмĕ пысăкланни; уйрăла-кансем йышланни; çамрăксем мăшăрланмасăр пурăнни; арçынсем хăйсем çине яваплăх илме тăхтаса тăни. Унсăр пуçне шалу пĕчĕк пулни, уйрăм пурăнмалли вырăн çукки, ача пăхса пулăшма асанне-кукамай пулманни, мăшăрĕн сывлăхĕ хавшакки, упăшкипе килĕштерсе пурăнманни хĕрарăмсене ача çуратассинчен пăрăнма хистет.

Ларура пăхса тухнă ыйтусем тăрăх комисси çакăн пек йышăнусем тунă: çулталăк тултарман ачасем пур çемьесене унчченхи пекех кашни эрнерех тĕрĕслесе тăмалла. Кăçалтан çемье йĕркелеме шкултах вĕрентнине шута илсе ачасене çак предмета кам вĕрентнине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

А.ТИМОФЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
05 сентября 2018
10:15
Поделиться