Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вырма вăй илет

Район аграрийĕсен хĕрỹ тапхăр пуçланчĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсенче тата хресченпе фермер хуçалăхĕсенче кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене пухса илме тытăннă.

Уй-хире тырă вырма В.А.Никитин, Н.Ю. Кряжин уйрăм предпринимательсем, "Серебряные ключи" ялхуçалăх кооперативĕ пĕрремĕш тухнă.

Августăн 31-мĕшĕнче вара "Коминтерн" тата "Нива" ЯХПК-сем вырма ĕçне йĕркеленĕ. "Коминтерн" ЯХПК техникине Ачкасси ялĕ çывăхĕнче курма пулать. "Нива" хуçалăх ĕçченĕсем Ачкассипе Ваçкаçырми ялĕсем хушшинчи уй-хирте тăрăшаççĕ. "Уй-хир карапне" шанчăклă тытса пыракан комбайнерсем мĕн тĕттĕмлениччен вăй хураççĕ.

Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕ пĕл-тернĕ тăрăх, августăн 2-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 310 гектар çинчен кĕрхи тулă вырса илнĕ, 782 тонна çапса тĕшĕленĕ. Кĕрхи тулă тухăçĕ гектар пуçне вăтамран 25,2 центнерпа танлашать. Ĕçе пĕтĕмпе вунă комбайн пуçăннă.

Район аграрийĕсем вырма ĕçне ырă кăмăлпа пуçăнни сисĕнет. Кăçал çанталăкĕ те вĕсене май. Акă йĕтем çинче те çитес кунсенче ачасемпе çамрăксен сасси илтĕнĕ.

А.ВАСЮКОВА.



"Пирěн пурнăç"
03 августа 2018
10:25
Поделиться