Урăх гражданлăх пулсан
2014 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче 2002 çулхи майăн 31-мĕшĕнчи 62-мĕш номерлĕ "Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ пирки" Федераллă саккуна улшăнусем кĕртнĕ.
Асăннă улшăнусемпе килĕшỹллĕн Раççей гражданинĕн ют патшалăх гражданлăхĕ пур пулсан çакăн пирки территорири миграци органне пĕлтермелле. Çакна урăх гражданлăх илнĕ кунран е кирлĕ документа алла илсен 60 кун хушшинче тумалла.
Çавăн пекех саккунпа Раççей Федерацийĕн гражданлăхне 2014 çулхи августăн 4-мĕшĕччен илнисен те уведомлени тăратмалла (ют çĕршыв гражданинĕн статусĕнче тăрать-тăк, ют патшалăх гражданлăхĕнчен çирĕплетнĕ йĕркепе тухман е Раççей тулашĕнче яланлăх пурăнма документ пулсан). Асăннă категорири граждансен уведомленисене 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăратмалла пулнă.
2014 çулхи августăн 4-мĕшĕ хыççăн Раççей гражданлăхĕ илнĕ граждансен (çав хушăрах ют патшалăх гражданлăхĕ, Раççей тулашĕнче пурăнма ирĕк паракан документ пур-тăк) уведомлени тăратма кирлĕ мар. Уведомление вăхăтра тă-ратмасан, тĕрĕс мар сведени-сем парсан РФ Кодексĕн 19.8.3 статйипе административлă явап тыттараççĕ, 500-1000 тенкĕ штраф параççĕ.
Урăх гражданлăх пулнине пытарсан уголовлă явап тыт-тараççĕ. Саккуна пăсакана 200 пин тенкĕ таран е çулталăкри ĕç укçин (ытти тупăшăн) виçи чухлĕ штраф параççĕ, е 400 сехет таран обязательнăй ĕç-сене пурнăçлама яраççĕ. Раççей тулашĕнче пулнă пирки уведомление вăхăтра тăратман граждансен ăна çĕр- шыва килсен 30 кун хушшинче çитермелле.
Çавăн пекех уведомление Раççей территорийĕнче почта çыхăнăвĕ урлă яма пулать е вырăнти миграци органĕ пулăшнипе. Ун çумне ют патшалăх паспорчĕн е Раççей тулашĕнче пурăнма ирĕк паракан документăн копине тăратмалла. Ăна çыннăн уполномоченнăй представителĕ тăратать-тăк уведомлени çумне шанăç хутне (нотариат саккунĕпе) хушмалла. Çул çитменнисен тĕлĕшпе е право ĕç-хĕллĕ гражданин мар пулсан хушма документ тăратмалла: çуралнине ĕнентерекен свидетельство, опекун е попечитель палăртнине çирĕплетекен акт (ăна опекăпа попечительство органĕнчен илмелле).
Саккунри йĕрке ĕçлеме пуçланăранпа Федераллă Миграци службин управленийĕн Чăваш Республикинчи территорири подразделенийĕсене Раççей гражданĕсенчен 4131 уведомлени çитнĕ. Вăл шутра: ют патшалăх гражданлăхĕ пурри пирки - 3072 уведомлени, ют çĕршывра яланлăх пурăнма ирĕк паракан документ пурри çинчен - 1059. Асăннă йĕркене пăхăнман 500 ытла Раççей гражданне административлă явап тыттарнă.
Елена ШОРНИКОВА, районти полици уйрăмĕн миграци пункчĕн тĕп эксперт специалисчĕ.