Мускаври Акатуйра савăннă
Июнĕн 30-мĕшĕнче Мускаври нацисен çурчĕн территорийĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин Полномочиллĕ представительстви активлă хутшăннипе йăлана кĕнĕ чăвашсен "Акатуй" наци уявĕ иртнĕ.
Çак уяв çулсерен Мускавра пурăнакансемпе хăнасене чăваш халăх культурипе, йăли-йĕркипе пал-лаштарать. Мероприятие Мускавра, ытти регионсенче пурăнакан чăвашсем, тĕрлĕ наци çыннисем хутшăннă. Чăваш эстрада артисчĕсемпе фольклор коллективĕсем хутшăннипе чаплă концерт иртнĕ. Палăртмалла, Акатуя районти Культура çурчĕн "Шокăль" халăх фольклор ансамблĕ те хутшăннă, вăл хĕрлĕчутайсен йăли-йĕркипе, юррипе, ташшипе куракансен кăмăлне кайнă.
Наци йăли-йĕркине упраса хăварас, çĕршывăмăрăн тĕп хулинче пурăнакан халăхсен туслăхне çирĕплетес ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн тата уява активлă хутшăннăшăн районти "Шокăль" фольклор ансамблĕ Мускаври нацисен çурчĕн Тав сăмахне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Тав сăмахне коллектив ертỹçи Виталий Чишкин илме тивĕç пулнă.
Леонид АРГАНДЕЙКИН, "Шокăль" ансамбль купăсçи:
- Мускаври Акатуя чутайсем пĕрремĕш хут хутшăнмаççĕ, эпĕ вара çĕршывăн тĕп хулинче иртнĕ, чăвашлăхпа çыхăннă кун пек пысăк уявра пĕрремĕш хут пултăм. "Шокăль" ансамбле Мускавра питĕ лайăх, ырă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатса ячĕç. Пухăннисене эпир хамăрăн пултарулăхпа, Чутай ташши-юррипе савăнтартăмăр, Акатуя пухăннă чăвашсемпе (вĕсен хушшинче хĕрлĕчутайсем те пурччĕ) хăнасем эпир каланă çемĕсемпе юрăсем янăранă май чунтан ташларĕç.
Акатуйра тĕрлĕ влаç представителĕсемпе пĕрлех театрпа кино артисчĕсем те пулчĕç, тĕслĕхрен, Станислав Садальский, Александр Кузнецов.
Футболăн тĕнче чемпионачĕ пулнă май Мускавра пĕр кунтан ытла тытăнса тăма май килмерĕ п