Сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ
Июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра пĕтĕм Раççейри Олимп кунĕ иртĕ. Ăна кăçал октябрь уйăхĕнче Аргентинăри Буэнос-Айрес хулинче иртекен çамрăксен Олимп вăййисене халаллĕç. Программăра _ "Олимп мили" чупу, вело-сипедпа, роликлă конькипе чупасси. Ятарлă лапамсенче пĕр енлĕ кĕрешỹ, пилĕк енлĕ кĕрешỹ, баскетбол енĕпе ăсталăх класĕсем иртĕç. Сусăр çынсем валли те бочче енĕпе турнир йĕркелĕç. Палăртмалла, июнĕн 30-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра районта та, Сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ. Çак кун сывă пурнăç йĕркине тытма кăмăллакансем "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче сывлăхĕсене тỹлевсĕрех çирĕплетме пултарĕç. Унсăр пуçне уçă турнирсем, ăсталăх класĕсем, ăмăртусем иртĕç.