Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вилнĕ салтаксен кĕлеткисемпе те витĕннĕ

Аслă Отечественнăй вăр-çăра çĕнтернĕренпе 73 çул та иртрĕ. Вăл, паллах, никамшăн та çухатусăр пулмарĕ.

Манăн та хамăн атте çинчен пĕлтерес килчĕ. Ваçкаçырми ялĕнче пурăннă Димитрий Тимофеевич Анчиков Белорусси Республикинчи Бобруйск хулинче салтак тивĕçне пурнăçланă, ыттисем пекех колхозсем йĕркеленĕ çĕре те хутшăннă.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах атте вăрçа тухса кайнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ун чухне Хĕрлĕ Чутай районĕнчен пурĕ 49-рăн çапăçу хирне тухнă: унсăр пуçне Ваç-каçырминчи Алексей Васильевич Вазяков, Василий Иванович Прохоров, Ефим Пор фирьевич Яковлев, Ачкассин-чи Семен Антонович Данилов, Хирлỹкассинчи Кальматкин (ятне астумастăп), Пантьăкри Николай Иванович Ястребов тата ыттисем те. Вĕсем пур-те Мускав хули çывăхĕнчи çапăçăва хутшăннă, каярахпа Жуковски аэродрома сыхланă, унтан тĕрлĕ чаçсене саланнă. Вĕсенчен пурте вилсе пĕтнĕ ĕнтĕ.

Манăн атте 1943 çулхи октябрь уйăхĕнче суранланса киле таврăнать. Ăна Изюм хули çывăхĕнче амантаççĕ. Ыттисем хăш вăхăтра таврăннине пĕлместĕп. Çапăçу хи- рĕнчен киле таврăннисем пĕрле пухăнса иртнине аса илни халĕ те куç умĕнче. Манран кĕçĕнреххисем, мăнукĕсем вăрçă çинчен каласа пама ыйтсан сăмах пуçласанах аттен куçĕнчен куççуль тухатчĕ. "Çулталăк çурă хушши пỹрте кĕрсе курманни те пулнă. 1941-1942 çулсенче питĕ сивĕ пулнă май юр чавса кĕрсе выртаттăмăрччĕ е окопра та çывăрма тиветчĕ. Хăш-пĕр чухне вилнĕ салтаксен кĕлеткисемпе витĕнсе выртни те пулнă. Шартлама сивĕрен çапла çăлăннă", - каласа паратчĕ вăл. Халĕ тус-тантăшĕсенчен пĕри те ку тĕнчере мар ĕнтĕ. Анчах та вĕсем яланах пирĕн асăмра юлĕç.

С.АНЧИКОВ, Ваçкаçырми ялĕ.



"Пирěн пурнăç"
22 июня 2018
10:35
Поделиться