Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шкул ачисем Санкт-Петербургра пулнă

Майăн 26-мĕшĕнче Санкт-Петербургра "Приоритеты роста" ятпа çамрăксен проекчĕсен конкурсĕн финалĕ иртнĕ. Асăннă конкурса пирĕн районти вĕренекенсем те - В.Михеев, Н.Майорова, В.Емельянова (ертỹçисем Т.Горбунова, Л.Мадебейкина, А.Емельянова) хутшăннă.

Конкурса çамрăксене Раççейĕн паянхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе паллаштарас, çĕршыв пуласлăхĕ пирки шухăшлама вĕрентес, çамрăксен пуçаруллă проекчĕсене тупса палăртас, малалла вĕренме, аталанма хавхалантарас тесе йĕркеленĕ.

Петербургри Халăхсем хушшинчи экономика форумĕн шайĕнче иртнĕ мероприятие хутшăннă май хĕрлĕчутайсем "Приоритеты роста" пленарлă ларăва хутшăннă, дискуссисенче тата мастер-классенче ăста калаçма тата хăйсене тытма хăнăхнă, професси мĕнле суйласа илмелли пирки пĕлнĕ. Ачасем Нева çинчи хулара кăсăклă экскурсире пулнă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вĕренекен тантăшĕсемпе курса калаçнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.

Пирĕн районта вĕренекенсем малашне те асăннă конкурса хутшăнса хăйсене лайăх енчен кăтартса парасса шанас килет.

В.КОРАКОВА, районти Ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ.



"Пирěн пурнăç"
06 июня 2018
09:44
Поделиться