Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

"Урам вăййисем" чăвашлăха юратма вĕрентеççĕ

Июнĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун, районти Культура çуртĕнче Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ йĕркеленипе "Урам вăййисем" фольклор фестивалĕ иртрĕ. Фольклор фестивальне чăваш культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине аталантарас ĕçе шкул çулне çитмен ачасенчен пуçлас тĕллевпе виççĕмĕш хут ирттерчĕç.

Фестивале уçнă çĕре район ертỹçисем тата Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем хутшăнчĕç.

Районти тĕрлĕ ача сачĕсенчен килсе çитнĕ шăпăрлансем аслисем пулăшнипе фестивале тăрăшса хатĕрленни сисĕнчĕ. Пĕчĕккĕ пулсан та, ачасем хăйсене сцена çинче хăюллă тытрĕç, вĕсем чăвашла хитре калаçни тата юрлани, илемлĕ ташлани куракансене савăнтарчĕ.

Жюри членĕсем - Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев, "Тăван Атăл" журнал редакторĕ Лидия Филиппова тата ЧНК-н районти уйрăмĕн ертỹçи Юлия Мареева - фестивале хутшăннисене пурне те тĕрлĕ номинацисенче чысларĕç.

"Чи лайăх фольклор ушкăнĕ" ята Серенкассинчи "Ромашка" ушкăн тивĕçрĕ, "Халăх юррисене ăста юрлаканнисем" номинацире Мăн Этмен шкулĕ çумĕнчи "Сывлăм" ушкăн палăрчĕ, "Чи лайăх ташă ушкăнĕ" номинацие Штанашри "Семицветик" ушкăн тивĕçрĕ. Фестивалĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе вара пĕрремĕш вырăна "Пилеш" ача сачĕ тухрĕ, иккĕмĕшне - Атнарти "Пучах" ача сачĕ, виççĕмĕшне - "Хĕвел" ача сачĕ.

Уяв кунĕнче фестивале хутшăннă ачасене парнесемпе дипломсем парса хавхалантарчĕç.

А.КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
06 июня 2018
09:45
Поделиться