Депутат ветерансемпе тĕл пулнă
Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Етĕрне хулинче çулсерен Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк районĕсен вĕтеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем тĕлпулăва пухăнаççĕ. Кăçалхипе 14-мĕш хут иртнĕ тĕлпулăва та Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов йĕркеленĕ.
Пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май Николай Владимирович хăрушă вăрçă çулĕсене курнисен шучĕ çултан-çул чакса пынăран пăшăрханнине, çапах та мирлĕ пурнăçшăн хăйсен пурнăçне шеллеменнисене яланах асра тытнине палăртнă. Ветерансемпе тыл ĕçченĕсем синкерлĕ те йывăр çулĕсене аса илнĕ, вăрçă юррисене юрланă, паянхи ăру Аслă Отечественнăй вăрçă çинчен манманшăн, ветерансене асра тытнăшăн савăннине палăртнă.
А.КАРПОВА.