Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пĕтетпĕрех-ши?

Çулталăкне районта 300-400 çын сахалланса пырать

Районти демографи лару-тăрăвĕ юлашки вăхăтра çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Эпир çултан-çул сахалланса пыратпăр. 2018 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне районта 15 пин çын пурăннине шута илнĕ (2016 çулта 15 пин те 345 çын пулнă, 2017 çулта - 15 пин те 36 çын).

Асăннă 15 пинрен 51,6 проценчĕ - ĕçлеме пултаракансем, 31,7 проценчĕ - пенсионерсем, 16,7 проценчĕ - ачасем.

2017 çулта районта 98 ача çуралнă (республикăрипе танлаштарсан, ку кăтарту икĕ хут пĕчĕкрех), 315 çын вилнĕ (республикăри чи пысăк кăтарту!). Шел те, пĕлтĕр вилнисем хушшинче виçĕ ача пулнă.

Çынсем ытларах мĕнле сăлтавпа вилеççĕ-ха? Ватăлса вилнисен шучĕ 26,7 процентпа танлашать (81-90 çулхисем 103 çын вилнĕ, 41-50 çулхисем - 23 çын), юн тытăмĕсен чирĕсенчен - 22,5 процент, сывлав органĕсен чирĕсене пула - 6,8 процент, онкологи чирĕсемпе - 8,5 процент. Пĕлтĕр 7 çын çакăнса вилнĕ, эрех ĕçнине пула 61 çын пурнăçĕ татăлнă.

Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан, эрех ĕçсе вилекенсен шучĕ çапларах: Атнар - 15 çын, Хĕрлĕ Чутай - 10, Ачкасси - 7, Питĕркасси - 7, Пантьăк - 6, Хусанушкăнь - 5, Штанаш - 3, Тралькасси - 3, Кив Атикасси - 3, Мăн Этмен - 2. Эрехе пула пурнăçран уйрăлнисем кăçал та пулнă, хальлĕхе кун пеккисене Кив Атикасси, Тралькасси тата Штанаш ял тăрăхĕсенче шута илмен.

Туберкулезпа чирлекенсем те çав-çавах пур-ха районта - кăçал 18 çыннăнне çак чире тупса палăртнă. Пĕлтĕр тубекулезпа чирлекен 25 çын учетра тăнă.

Районти арçынсем вăтамран 65 çул пурăнаççĕ, хĕрарăмсем - 77,6 çул.

Çакăн пек цифрăсене илсе пачĕ апрелĕн 12-мĕшĕнче райадминистрацире иртнĕ ларура район больницин тĕп врачĕ Иван Игнатьев. Асăннă ларура шăпах демографи, çемьепе ачасен ыйтăвĕсем пирки калаçрĕç.

Ача çуралассине ỹстерессипе пурнăçлакан ĕçсенчен пĕри вăл - хĕрарăмсене ЭКО мелĕпе ача тума пулăшасси. Анчах та ку енĕпе те кăтартусем савăнтармаççĕ - пĕлтĕр ЭКО тунă 13 хĕрарăмран виççĕшĕн кăна çие юлнă. Кăçал 10 хĕрарăма ЭКО тума май пур, хальлĕхе пĕр хĕрарăм килĕшнĕ.

Пĕр савăнтаракан хыпар пур - хĕрарăмсем хырăм пăрахасси чакнă.

Çав хушăрах районти ялсенче йывăр лару-тăрури çемьесем пулни те пăшăрхантарать. Ачасем çурални лайăх, паллах, анчах та вĕсем мĕнле çемьесенче ỹсеççĕ? Хальхи вăхăтра йывăр лару-тăрури 39 çемьене шута илнĕ, вĕсенче 68 ача ỹсет. Çав шутран ултă ачи - çулталăка çитменнисем (Шĕмшешре, Анат Çĕрпỹкассинче, Хирлỹкассинче, Трапайра, Пĕрремĕш Липовкăра, Кĕрлевре). Çакăн пек çемьери пĕр амăшĕ нарколог патĕнче учетра тăрать.

Куратпăр ĕнтĕ, лару-тăру малалла та çаплах пулсан, ял тăрăхĕсенчи демографипе çыхăннă лару-тăрăва улăштармасан эпир пĕтесси патне те çитме пултаратпăр. Çавăнпа та ларăва пухăннисем районти демографи политикине лайăхлатмалли, çемьесене çирĕплетмелли ĕçе вăйлатмалли пирки каларĕç. Пирĕн пурин те пĕрле кар тăрса çынсен сывлăхне лайăхлатассишĕн, яла çамрăксене илĕртессишĕн, вĕсене пурăнма тата ĕçлеме, канма çителĕклĕ условисем туса парассишĕн тăрăшмалла.

А.САН.



"Пирěн пурнăç"
20 апреля 2018
11:35
Поделиться