Чи лайăххисем паллă
Пултаруллă педагогсем хушшинче çамрăксем те пурри савăнтарать
Йăлана кĕнĕ тăрăх районта çулсерен професси ăсталăхĕн "Çулталăк воспитателĕ", "Çулталăк учителĕ", "Чи лайăх класс ертỹçи", "Çулталăкри социаллă педагог" конкурссене ирттереççĕ. Кăçал асăннă конкурссен районти тапхăрне 4 воспитатель, 6 учитель, 9 класс ертỹçи, 5 социаллă педагог хутшăннă.
Апрелĕн 16-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ачасене ырри патне туртăнма вĕрентекенсене, вĕсене чун ăшшине, ăсталăхне парса пĕлỹпе воспитани паракансене чысларĕç.
Педагогика ăсталăхĕн конкурсĕнче палăрнисене район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов саламларĕç. Çавăн пекех пухăннисене районти тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
"Çулталăк учителĕ - 2018" хисеплĕ ята кăçал Мăн Этмен шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен Евгения Лобастова çамрăк учи-тель тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Мишеркасси шкулĕнче чăваш чĕл-хипе литературине вĕрентекен Светлана Храмова тухрĕ, виççĕмĕшне - Атнар шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекенĕ Елена Волкова.
Шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен педагогсен конкурсĕнче "Çулталăк воспитателĕ - 2018" хисеплĕ ята "Хĕвел" ача садĕнчи çамрăк воспитатель Кристина Мидейкина тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Атнарти "Пучах" ача садĕнчи Надежда Степанова, виççĕмĕшĕнче - "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ Татьяна Мидакова.
"Чи лайăх класс ертỹçи - 2018" конкурсра Питĕркасси шкулĕнчи 7-мĕш класс ертỹçи Любовь Архипова çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕнчи 11-мĕш класс ертỹçи Ираида Евсеева тивĕçрĕ, виççĕмĕшне Атнар шкулĕнчи 9-мĕш класс ертỹçи Людмила Кузьмина тата Мишеркасси шкулĕнчи 6-мĕш класс ертỹçи Альбина Макарова пайларĕç.
"Çулталăкри социаллă педагог" номинацире Атнар шкулĕн çамрăк тьюторĕ Татьяна Туйманкина мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Питĕркасси шкулĕн социаллă педагогĕ Альбина Фадеева, виççĕмĕшĕнче - Çĕн Атикасси шкулĕн социаллă педагогĕ Эльвира Илюшина.
Çĕнтерỹçĕ-педагогсене Хисеп грамотисем тата укçан хавхалантарăва тивĕçнине ĕнентерекен сертификатсем парса чысларĕç. Район шайĕнче çĕнтернĕ педагогсене республикăри ăмăртусене хастар хутшăнса палăрма ăнăçу сунатпăр.
А.КАРПОВА.