Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Часах салтак юрри янăрĕ

Апрелĕн 1-мĕшĕнче Раççейре çурхи призыв пуçланчĕ. Хальхинче Чăваш Енрен 1349 çамрăк салтак атти тăхăнĕ. Çурхи призывпа районтан çар тивĕçне пурнăçлама 23 яш каймалла.

Республика военкомĕ Александр Мокрушин пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхи призыв регионта тухăçлă иртнĕ, çар ретне 1321 яш тăнă. Кашни тăваттăмĕш призывник аслă пĕлỹллĕ пулнă. Тата салтак ачисенчен 11 проценчĕ ДОСААФ-ра пĕлỹ илнĕ. 2017 çулта аслă пĕлỹ илнĕ 47 выпускник контракт мелĕпе службăна тăнă, вăтам пĕлỹллисем - 163 яш. Унсăр пуçне çар комиссариачĕ шкул пĕтернĕ 148 каччăна çĕршывăн Оборона министерствин аслă вĕренỹ учрежденийĕсене вĕренме янă.

Малтанхи даннăйсемпе çурхи призывра Тĕп çар округĕнче 320 çамрăк юлĕ. Ыттисене Калининградран пуçласа Камчатка таран вырнаçнă чаçсенче кĕтеççĕ. Яланхи пекех чылайăшĕ тип çĕр çинчи çар чаçĕсенче службăра тăрас кăмăллă. Анчах та салтаксем ытти çар чаçĕсенче те кирлĕ. Тĕслĕхрен, Мускав Кремлĕн Хисеп караулне Чăваш Енрен пĕр музыкант кирли паллă.

Çамрăк ăрăвăн сывлăхĕ пирки калас пулсан, юлашки çулсенче кăтартусем лайăх енне улшăннă. Иртнĕ призыв кампанийĕнче медкомиссисенче 5547 çынна тĕрĕсленĕ. Призывниксен 34,5 проценчĕн сывлăхĕ пур енчен те лайăх пулнă. Кун пеккисене десантура, спецназ тата тĕп разведуправлени хапăл тусах йышăнать. Тата 41 проценчĕн сывлăх енчен кăштах çитменлĕхсем пулнă. Урăхла каласан, çамрăксен 76 проценчĕ тỹрех строя тăма пултарнă. Хăшĕ-пĕри (17,5 проценчĕ) тăхтама предписани илнĕ: çитес призывчен хушма медицина тĕрĕсле вĕ витĕр тухма, ỹт хушма, сывлăха çирĕплетме. Çамрăксен 1 проценчĕ тỹрех "шурă билет" илнĕ. Республикăн военкомĕ каланă тăрăх, ку кăтарту, ытти субъектсемпе танлаштарсан, лайăх.

Пĕлтĕр те çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакансем пулман мар. Юлашки çулсенче кун пеккисен шучĕ чакса пыни сисĕнет. Уйрăмах хула каччисем салтак атти тăхăнасшăн мар. Тĕслĕхрен, Шупашкарта çулсерен 800-900 çамрăк шыравра нумай вăхăт шутланса тăрать. Хăшĕ-пĕрисем пĕрремĕш çул пытанса пурăнмаççĕ тата. Пĕлтĕр кун пеккисене 47 çын кăна тупнă.

А.ВАСЮКОВА.



"Пирěн пурнăç"
11 апреля 2018
08:56
Поделиться