Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мунчара пушар ан тухтăр

Мунча кĕрсе шăм-шака кантарма кăмăллакан çын пирĕн хушăра туллиех. Мунча хутнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнманни вара инкек патне çитерме пултарни пирки чылайăшĕ манать. Çулталăк пуçланчĕ кăна-ха, вăрăм канмалли кунсенче республикăра мунчасем çунасси йышланчĕ. Районта та кун пек пĕр тĕслĕх пулчĕ.

Кану инкеке ан çаврăнтăр тесен çак ансат правилăсене кашнийĕнех пĕлмелле, вĕсене пăхăнмалла:

- хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен тĕтĕм çулĕсене тасатмалла, юсамалла тата шуратмалла, çурăксене сапламалла;

- хутнă кăмакасене тимлĕхсĕр хăварма юрамасть, çак ĕçе ачасене шанма кирлĕ мар;

- кăмакара вут тивертнĕ чух хăвăрт илсе каякан тата çунакан шĕвексемпе усă курма юрамасть;

- пур кăмака та фундамент çинче тăма кирлĕ, унăн стени йывăç конструкцине ан тивтĕр, вĕсем хушшинче сывлăш çỹремелĕх хушăк (отступка) пулмалла;

- кăмака алăкĕ патĕнчи йывăç урай çинче тимĕр листи (50х70 сантиметртан кая мар) пулма тивĕç;

- кăмака хĕрсе каясран ăна кунне темиçе хут е чылай сехет хушши хутмалла мар;

- кăмака çинче çурăксем пуласран тĕтĕм çулĕсене тăтăшах хăрăмран тасатмалла;

- кăмака çинче нỹрĕ япаласем тата вутă типĕтме юрамасть;

- хăвăрт хыпса илме пултаракан япаласене кăмакаран аяккарах хумалла;

- кăмака купаланă, вырнаçтарнă тата юсав ĕçĕсем ирттернĕ чух специалиста чĕнмелле.

Алексей ЯРАБАЕВ,

районти пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ



"Пирěн пурнăç"
10 января 2018
10:10
Поделиться