Тухтăр профессине суйласа илнĕ спортсмен
Тухтăр профессийĕ яваплă та йывăр ĕç. Ку ĕçре пĕр йăнăш этемĕн пурнăçне татма пултарать. Чирлисем сываласси медицина ĕçченĕсен професси ăсталăхĕнчен нумай килет. Туктамăш ялĕнче 1967 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Елена Грузинова (Бронюкова) ытти хĕр упраçран нимпе те уйрăлса тăман темелле. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕ, килти хуçалăхра ашшĕ-амăшне куллен пулăшнă. Шкула ăс пухма çỹренĕ вăхăтра спортпа туслă пулнă, çулла та, хĕлле те тантăшĕсемпе район тата республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илсе хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Алла аттестат илсен Елена Грузинова Чăваш патшалăх универ-ситетне çул тытнă, медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Спорта юратнăран кунта та вăл ăсталăха аталантарма тĕрлĕ ăмăртусене хастар хутшăннă. Пĕррехинче хулари ăмăртура хăвăрт утас енĕпе спорт мастерĕ Василий Семенов хĕрĕн маттурлăхне асăрханă май хăй патне чĕнсе илнĕ. Çапла вара тава тивĕçлĕ тренер пулăшнипе Туктамăш хĕрĕ вăтам дистанцисенче чупса ăмăртнисĕр пуçне хăвăрт утма вĕреннĕ. Тренировкăсене пĕр сиктермесĕр çỹренĕ, вăй-халпа кăмăл-туйăм çирĕплĕхне, тỹсĕмлĕхе хăнăхнă. Спорта юратни ăна вĕренỹре те пулăшса пынă, кайран пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăнă. Çамрăк хĕр темиçе çултан ăмăртусенче мала тухнă май хăвăрт утакансен Раççейĕн пĕрлештернĕ командине лекнĕ, СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. 1989 çулта вара Елена Грузинова тĕнче спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.
1993 çулта Мускавра ирттернĕ Европа ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Тепĕр çултан Мексика çĕршывĕнче Раççей чысне хỹтĕлесе тĕнче Кубокне илессишĕн ирттернĕ ăмăртуран бронза медальпе таврăннă. 1995 çулта Елена Николаевна Грузинова университета лайăх паллăсемпе пĕтерсе акушер-гинекологăн дипломне илнĕ. Лев Кураков ректор сĕннипе çамрăк тухтăра университетăн сывлăх уйрăмне ĕçлеме хăварнă. Хастар хĕр ĕçленĕ вăхăтрах Олимп вăййисене хутшăнма ĕмĕтленнĕ, тĕрлĕ шайри пысăк ăмăртусенче лайăх вырăнсем йышăннă.
Елена Николаевна 1996 çулта Атлантăна каяс умĕн Раççей чемпионатĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Ун хыççăн ăна чи хăвăрт утакансемпе пĕрле Олимп командине илеççĕ. Атлантăра вăл тĕнчери 44 спортсменка хушшинче 10 çухрăмлă дистанцире вуннăмĕш вырăн йышăнать.
2000 çултанпа паянхи кунчченех Елена Грузинова Шупашкарти вас-кавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшать. Халăхпа ĕçлесси çăмăлах мар пулин те вăл яланах чирлĕ çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Канмалли кунсене, уявсене пăхмасăр чирлĕ çынсене пулăшу пама васкать. Тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн Елена Николаевна ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене темиçе хут тивĕçнĕ. Ăна коллективра та хисеплеççĕ, унран вĕренме тăрăшаççĕ.
Васкавлă пулăшура ĕçленĕ хушăрах вăл республикăри медицина ĕçченĕсен пĕлĕвне ỹстерекен институтра та вăй хурать. Медицина пĕр вырăнта тăмасть. Тухтăрсен вара çĕнĕлĕхсене пĕлсе, хальхи çĕнĕ мелсемпе майсене вĕренсе алла илмелле, çĕнĕ оборудованипе усă курма хăнăхмалла, ăсталăха ỹстерсе пымалла. Çавна шута илсе Елена Николаевна май килсенех Мускаври, Санкт-Петербургри тата ытти çĕрти тухтăрсен семинарĕсемпе ăслăлăх конференцийĕсене хутшăнать.
2013 çулта республикăри медицина ĕçченĕсен пĕлĕвне ỹстере-кен институтра ассистентра ĕçленĕ вăхăтрах вăл теориллĕ медицина тĕпчевне çирĕплетсе çырнă наука ĕçне хỹтĕленĕ, медицина наукисен кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. Халĕ вăл Чăваш патшалăх университетĕнче акушерпа гинекологи уйрăмĕн ка-федринче доцент пулса тăрăшать.
Елена Николаевнăна ĕçре тухăçлă тăрăшма пулăшса пыраканĕ, çемье тĕрекне сыхласа упраканĕ - Геннадий Константинович Грузинов. Мăшăр 28 çул алла-аллăн тытăнса пĕр çулпа килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса утать. Вĕсем икĕ хĕре пурнăç парнеленĕ, спорт ăмăртăвĕсене, концертсене курма çемйипех çỹреççĕ, ачисемшĕн паха тĕслĕх шутланаççĕ. Район ятне Олимп вăййисене илсе çитернĕ ентешĕмĕр кăçал çур ĕмĕре çитет. Çак çул-йĕре районăн пултаруллă хĕрĕ тивĕçлĕ утса тухнă, малалла та унăн ят-сумĕ ялкăшса кăна тăтăр.
Валерий РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.