Пĕрре курнипех килĕштернĕ
Вулакансене Штанашри Геннадий Григорьевичпа Матрена Ефимов-на Софроновсен кун-çулĕпе паллаштарасшăн. Ку мăшăр 60 çул хушши пĕрле пурăнать, пилĕк ачана йĕркеллĕ пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем ултă мăнукпа виçĕ кĕçĕн мăнукĕ çине пăхса савăнаççĕ. Мăшăрсем иккĕшĕ те 1931 çулта хресчен çемйинче çуралнă, иккĕшĕ те йышлă çемьерен. Геннадийсен çемьере 7-мĕш ача пулнă. Матрена ултă ачаллă çемьере çитĕннĕ. Вăл Элĕк районĕнчи Атмалкасси ялĕнче çуралнă. Матрена ашшĕне вăрçă пуçланнă çул август уйăхĕнчех вăрçа илсе кайнă, вăл Мускав патĕнчи хаяр çапăçусенче пуçне хунă. Ултă ачаллă çемьене вăрçă нуши-тертне тỹссе ирттерме çав тери йывăр пулнă, хĕрачан улттăмĕш класран вĕренме пăрахма тивнĕ. Вăл амăшне пулăшма колхозра ĕçлеме тытăннă, фермăра та ĕçленĕ. Геннадий та çынсемпе танах фронта пулăшнă, вырăнти колхозра ĕçленĕ. Салтак çулĕ çитсен Хура тинĕс хĕрринче службăра тăнă: "Моряксен вăл вăхăтра 4 çул службăра пулмаллаччĕ, Сталин вилнĕ хыççăн служба вăхăтне хушрĕç, пилĕк çула яхăнах тăшман тинĕсрен тапăнса килесрен çĕршыва сыхларăмăр". Каччă салтакран тăван килне 1956 çулта таврăнать, çулталăкран çемье çавăрма шутлать. "Урам урлă пурăннă Нина Степановна Кузнецова - пирĕн евчĕ, - тет вăл çамрăклăхне аса илсе. - Вăл эпĕ хĕр шыранине пĕлсен мана Атмалкассине кайса пăхма сĕнчĕ". - Пĕр хутчен велосипедпа мана пăхма килчĕç, каччă мана килĕшрĕ, тепĕр кунне ашшĕпе пĕрле килчĕç, виççĕмĕш кунне Штанаш чиркĕв-не венчет тума илсе кайрĕç, япăх хĕр пулман та эпĕ, - тет йăл кулса Матрена Ефимовна. - Хĕре пĕрре курсах килĕштерсе пăрахрăм, йышлă çемьерен, ĕçчен, çав тери илемлĕ сăн-питлĕ. Иксĕмĕр те пĕр çултине кайран тин пĕлтĕм.
Штанаш чиркĕвне 1957 çулта аркатманччĕ-ха, пачăшкăпа калаçса чиркĕве уçтартăмăр, венчет тăрсах хамăр пĕрлешнине çирĕплетрĕмĕр. Кам пĕлет, тен, çакă та пулăшрĕ пуль - 60 çул хушши пĕрле пурăнатпăр. Çемье малтанах тăван ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать, йыш хушăнсах пырать, Софроновсем икĕ ача çуратнă хыççăн анатран тăвалла, ял хĕрринелле, уйрăлса тухма шутлаççĕ. - Пурнăç ытла та нушаллă пулчĕ. Малтанах ачасене йывăç çуртра çитĕнтертĕмĕр, пилĕк ачана кăштах ура çине тăратсан чул çурт çĕклеме шутларăмăр. Пỹртне тăратса лартрăмăр, пĕренисем çитмеççĕ, вăрмантан çыртарса илмелли çук. Коля ывăлăм авланнă çул ку çурта лартрăмăр, - тет Матрена Ефимовна.
Мăшăр вырăнти колхозра ĕçленĕ, ĕçленĕшĕн тыр-пулне, утă-улăмне çителĕклех илнĕ. Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕхне чылай усрама тăрăшнă. Геннадий чылай çул хушши, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, колхозра конюхра тăрăшнă, çурт-йĕр тунă çĕрте те тимленĕ, ял хĕрринче ларакан лашасен витине те вăлах çĕклеттернĕ. Мăшăрĕ фермăра та ĕçленĕ, пăрусем те пăхнă. Çитĕнсе пыракан ачисем амăшне фермăра чылай пулăшнă. Матрена Ефимовнăна пилĕк ача çуратса ỹстернĕшĕн ятарлă медальпе те наградăланă, вăл - ĕç ветеранĕ те. Софроновсем халĕ виççĕмĕш ывăлĕн Николайăн çемйипе пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Софроновсен аслă ывăлĕ Владимир Штанашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хулана тухса кайнă, электрикра, газооператорта ĕçленĕ.
Малтанах çемье Шупашкар районĕнче ĕçлесе пурăннă, хальхи вăхăтра арăмĕн тăван ялĕнче Енкĕлтре пурăнаççĕ. Вĕсен 2 ача. Иккĕмĕш ывăлĕ Юрий çемйипе Липецк хулинче пурăнать, отставкăри подполковник, техника наукисен кандидачĕ. Штанашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Çар службине Оренбургра, унтан Польшăра, каллех Оренбургра ирттернĕ. Хальхи вăхăтра преподавательте ĕçлет, летчиксен техникине вĕçеве хатĕрлет. Чылай награда кавалерĕ вăл. Отпускра яланах тăван тăрăха, ашшĕ-амăшĕ патне таврăнать. Нина - икĕ хĕр амăшĕ, Южный поселокра пурăнать, ĕмĕр тăршшĕпех пир-авăр фабрикинче ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ тутар, Нина хăй те тутарла ăнланать. Лариса штукатур-маляр профессине алла илнĕ, вăл та çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ. Софроновсен кинĕ - Галина Павловна - Упукушкăнь хĕрĕ. Вăл Мускав облаçĕнче ветеринар профессине алла илнĕ хыççăн каникула яла таврăннă. Вырăнти колхозра шăпах ветеринар пулман, колхоз председателĕ хĕре хуçалăх ветеринарĕ пулма йышăнать. Николай вара колхозра шоферта, комбайнерта ĕçленĕ. Колхоз арканнă хыççăн халĕ вăл тĕрлĕ çĕре çурт-йĕр тума ĕçлеме çỹрет.
- Ывăлпа кин хĕрпе ывăл çуратса ỹстерчĕç. Сергей Кстовра пурăнать, вырăс хĕрне качча илчĕ, кĕçĕн мăнук та парнелерĕç вĕсем пире. Вероника мăнукăмăр Муркаш ачине качча кайрĕ, вĕсен те хĕр çитĕнет, - пĕлтереççĕ Софроновсем. "Хунямăшĕ епле, кинĕ çапла", - теççĕ ваттисем.
Галина Павловна та çивĕч хунямăшне хунă. Халĕ вăл Штанаш ял тăрăхĕнчи халăхăн выльăх-чĕрлĕхне тĕрлĕ чир-чĕртен сыхласа пурăнать.
- Пурăнма çăмăл пулмарĕ пулин те, 87 çул тултартăмăр иксĕмĕр те. Ялта пирĕнтен ватăраххисем юлманпа пĕрех ĕнтĕ, темиçе çын çеç, - теççĕ Софроновсем.
Çăмăлах мар ватăлсан пурăнма. Геннадий Григорьевич чылай çул хушши чирлесе пурăнать, пĕр урине татма та тивнĕ унăнне. Ăна пăхма Матрена Ефимовнăна кинĕ Галина чылай пулăшать. Ватăсем çине пăхатăп та çакна ăнланатăп: пилĕк ача пăхса ỹстерме çăмăл пулман вĕсене, уйрăмах ачасем пĕчĕк чухне хытах ăшталанма тивнĕ. Халĕ акă ачисен пархатарне курса пурăнаççĕ вĕсем. Ахаль хресчен çемйинче ученăй та пур. Çакăн пек ашшĕ-амăшĕ патшалăхăн ятарлă орденне илме те тивĕç тесе шутлатăп эпĕ.
Галина ЗОТОВА.