Выльăхсене тутă хĕл кĕтет
Ку вăхăт тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен уйĕсем пушанса çитрĕç ĕнтĕ, тинех хура çĕр канлĕн тĕлĕрме пултарать. Выльăх-чĕрлĕх усракан хуçалăхсенче вăй хуракан ял ĕçченĕн вара канма вăхăт çук. Çанталăка пăхмасăр вĕсен выльăхсене кулленех апатпа тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла. Иртнĕ эрнекунхи çумăрлă çанталăк мана та черетлĕ ĕçлĕ çулçỹревпе Тралькасси ял тăрăхне, "Нива" ЯХПК-на çитсе килме чăрмав кỹмерĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем кĕрхи йĕпе-сапана пăхмасăр масар çине тирпейлеме тухнине пĕлтерчĕç.
Ман телее, ялхуçалăх предприятийĕн ертỹçи Владимир Мурайкин кантуртахчĕ. Владимир Иванович хăйĕн кулленхи ĕç ыйтăвĕсене татса панă хушăрах хуçалăхăн кăçалхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.
- Ĕнер кăна пирĕн уйра техника шавĕ тăратчĕ - 95 гектар йышăннă кукуруз уйне пуçтарса пĕтертĕмĕр. Паян вара ĕç çыннисем выльăх апачĕллĕх кукурузран силос тĕмми хывассишĕн ĕçлеççĕ. Пĕтĕмпе эпир 3390 тонна силос хатĕрленĕ, халĕ ак ун çумне тата 1500 тонна хушăнать. Выльăхсене хĕл каçарма апат çителĕклех янтларăмăр, - пĕлтерчĕ ертỹçĕ.
Выльăхсăр аталанма çук
Чăн та, выльăхсăр хуçалăха аталанма йывăр, ăна йышлă усрани кăна путма памасть. Çавăнпах "Нива" та çулран-çул выльăх йышне тытса тăма, хушма тăрăшать. Паянхи куна тăватă ферма ĕçлет. Акă Хăмарккари ĕне ферминче паян 78 пуç ĕне шутланать. Иккĕмĕш çул унта Николай Григорьев ферма заведующийĕнче вăй хурать. Нина Тимешковапа Римма Селиванова дояркăсем вара фермăри ĕнесене суса тăраççĕ. Карăкçырминче вара чи пысăк ферма вырнаçнă. Кунти 160 пуç ĕнене Елена Жукова, Надежда Григорьева, Галина Ягодкина, Галина Замуткина, Зинаида Горшкова дояркăсене шанса панă. Владимир Романов ферма заведующийĕ ĕçсене кал-кал йĕркелесе пырать. Ỹсĕмсем куç умĕнчех - хуçалăх сĕт илессипе районта иккĕмĕш вырăн йышăнать. Районти ялхуçалăх предприятийĕсем туса илнĕ пĕтĕм сĕт калăпăшĕн 19 процентне çак хуçалăх туса илет. Хуçалăх тăхăр уйăхра пĕтĕмпе 724,9 тонна, кашни ĕне пуçне вăтамран 3624 килограмм сĕт, суса илнĕ. Самăртма тăратнă çамрăк пăрусемпе вăкăрсене, пушмак пăрусене вара Турханти тата Мучикассинчи фермăсене хупнă. Турханти самăртма тăратнă 98 пуç выльăха Алексей Миронов заведующи тата Марина Скворцова, Александр Гордеев, Сергей Ураков, Александр Скворцов пăхаççĕ. Мучикассинчи выльăхсене вара Леонид Кошелев, Эльвира Куликова тата нумаях пулмасть ĕçлеме пуçланă Наталья Кошелева ỹт хуштарассишĕн вăй хураççĕ.
Кĕлет "сар ылтăнпа" тулнă
Хуçалăх кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 620 гектар çинчен икĕ пин ытла тонна пухса кĕртнĕ. Тыр-пул лайăх тухăçпа савăнтарнă: кашни гектартан 30 центнер ытла тухăç илнĕ. Мĕнпур тырра типĕтсе кĕлете хывнă, сутма васкамаççĕ, тырă хакĕ хăпарнă вăхăта кĕтеççĕ. Кĕрхи çĕртмене хуçалăх 450 гектар çинче пурнăçланă. Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене вара 320 гектар акса хăварнă. Хуçалăх ертỹçи Владимир Мурайкин ĕçсемпе кăмăллă. - Уй-хир ĕçĕсене пурнăçласси ĕç çыннисен тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Çавăнпа кашнинех ятран асăнас килет: Вячеслав Триковский, Владимир Сорокин, Евгений Новиков, Николай Добров, Михаил Зайцев, Владимир Лаптев, Владислав Алжейкин механизаторсем, Вячеслав Скворцов, Илья Афанасьев, Александр Тимешков водительсем, Андрей Чеченешкин, Юрий Воронов, Сергей Майоров комбайнерсем çу каçипех пĕтĕм вăй-хала парса ĕçлерĕç. Паян вĕсене кашниех килĕшỹ мĕнле тунине кура процентпа тыр-пул валеçсе паратпăр, - терĕ Владимир Иванович.
Ĕçне кура шалу та,тыр-пул та
Хуçалăхăн тыр-пул управăшĕсен алăкĕсем яри уçă пулни, унта çынсем кĕшĕлтетни хуçалăх ертỹçин сăмах-не çирĕплетрĕ. Йĕтемçи территори- йĕнче вырнаçнă кĕлетсенче, чăнах та, тырă валеçетчĕç. Пĕр управăш патне пырса сăмах хускатрăм, кунта хуçалăхра пĕр вăхăтрах тĕп зоотехник тивĕçне тата ытти ĕçсене пур-нăçлакан Сергей Чернов склад заведующийĕ тараса çине купаласа хунă тыр-пул миххисене виçсе тăратчĕ. Ыттисем, сăмахран, хуçалăхра 30 ытла çул машинистра ĕçлекен Анатолий Гурьянов тата Геннадий Михе-ев, ăна пулăшса тăратчĕç. Хуçалăх ĕç çыннисене тырă парать, çĕр пайĕсен хуçисем те 300 килограмшар тивĕçеççĕ. Мучикассинчи Нина Пандюхина та шăпах çĕр пайĕшĕн тырă илме килнĕ. Тулăх кĕрпе пурте кăмăллине пĕлтерчĕç. Тыр-пул халăха валеçмелĕх те, патшалăха сутмалăх та, выльăха çитермелĕх те пур чухне çывхарса килекен ял ĕçченĕн профессиллĕ уявĕ те тулли кăмăлпах иртĕ, тăрăшуллисем вара тĕрлĕ хавхалантарăва тивĕçĕç.
А.ЗАМУТКИНА.