Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Спорт уявĕ савăк кăмăл парнелерĕ

Сентябрĕн 16-мĕшĕнче сывă пурнăç йĕркине тытма кăмăллакансем Пĕтĕм Раççейри "Наци кросĕ - 2017" чупăва тухрĕç. Спортăн кĕркуннехи уявĕ районти тĕп стадионта иртрĕ. Старта 5-80 çулхи спортсменсем тухрĕç. Вĕсем хăйсен ỹсĕмне кура 50-2000 метрлă дистанцисене парăнтарчĕç.

6 çулхи тата унран кĕçĕнрех хĕрачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Софья Петрова тухрĕ, Татьяна Ильина - иккĕмĕш, Ульяна Швецова - виççĕмĕш.

Арçын ачасем хушшинче Никита Ефимов пĕрремĕш пулчĕ, Артем Шипеев - иккĕмĕш, Артем Петров - виççĕмĕш.

1-2-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасем хушшинче Ангелина Майорована çитекен пулмарĕ, Анастасия Гаврилова _ иккĕмĕш, Нелли Чубайкина - виççĕмĕш. Çак ỹсĕмри арçын ачасем хушшинче Дамир Индейкин пĕрремĕш пулчĕ, Владимир Еремеев - иккĕмĕш, Даниил Ульянов - виççĕмĕш.

3-4-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Марина Илларионова тата Артем Ярдыванкин финиша пĕрремĕш çитрĕç, Олеся Огандеркинапа Вадим Иванов - иккĕмĕшсем, Светлана Матюшкинапа Максим Васильев - виççĕмĕшсем.

5-6-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Ева Кутузовапа Петр Захаров тухрĕç, Вероника Дадюковапа Михаил Жуков - иккĕмĕшсем, Светлана Инедеркинапа Сергей Ефремов - виççĕмĕшсем.

7-9-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Наталья Романовапа Мурат Ильин финиша пĕрремĕш çитрĕç, Олеся Корчаковапа Даниил Ярдыванкин - иккĕмĕшсем, Регина Алексеевапа Кирилл Попов - виççĕмĕшсем.

10-11-мĕш класра вĕренекен хĕрсемпе яшсем хушшинче Эмилия Харисановапа Константин Титилкин пĕрремĕш пулчĕç, Ольга Ухлейкинапа Станислав Александров - иккĕмĕшсем, Снежана Казаковапа Денис Ремизов - виççĕмĕшсем. 18-29 çулхи пикесемпе арçынсем хушшинче Татьяна Туйманкинапа Леонид Ярадов палăрчĕç, Алиса Сухаревапа Дмитрий Филиппов - иккĕмĕшсем, Татьяна Петровапа Александр Храмов - виççĕмĕшсем.

30-39 çулхи хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинче финиша пĕрремĕш Алина Молисовапа Андрей Гаврилов çитрĕç, Надежда Ладайкина - иккĕмĕш, Надежда Сятрайкина - виççĕмĕш.

40-49 çулхи хĕрарăмсем хушшинче Валентина Кондратьевана çитекен пулмарĕ, Галина Шумикова - иккĕмĕш, Алевтина Савельева - виççĕмĕш.

50-59 çулхи хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинче Римма Вазяковапа Иван Сатлайкин финиша пĕрремĕш çитрĕç, Светлана Соловьевапа Илья Абаськин - иккĕмĕшсем, Людмила Ионова - виççĕмĕш.

60 çулхи тата унтан аслăраххисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Людмила Михуткинапа Валентин Харитонов тухрĕç, Светлана Яруткинапа Николай Белов _ иккĕмĕшсем, Владимир Оринов - виççĕмĕш.

А.ВАСЮКОВА.



"Пирěн пурнăç"
20 сентября 2017
09:03
Поделиться