Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Харăс икĕ кĕнеке

Пирĕн ентеш - Серенкассинче çуралса ỹснĕ В.М. Савинкин типографийĕнче нумаях пулмасть тепĕр ентешĕн - Ваçкаçырминче кун çути курнă Геннадий Иванович Макаровăн харăсах икĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Иккĕшĕнче те - сăвăсемпе юрăсем. Пĕринче - чăвашла çырнисем ("Иккĕн çеç"), тепринче - вырăсла ("С любовью"). Г.И.Макаров çамрăклах сăвăсем çырать. Пурнăç тăршшĕпех вăл чун туртăмне - алла хутпа кăранташ тытса сăвă-юрă çырассине пăрахмасть. Сăмах май, вăл чăвашла та, вырăсла та шăрçалать. Унăн хайлавĕсен тематики тĕрлĕрен. Уйрăмах тăван яла, утă хатĕрленĕ тапхăра аса илсе çырнисем авторшăн ылтăн-ахахран та хак-лăрах пулнăн туйăнать. Каларăмăр ĕнтĕ, Геннадий Макаров сахал мар юрă хывнă. Сăмахран, П.А.Ялгир, И.В.Семенов, А.И. Мефодьев сăввисемпе "Кĕмĕл туй", "Саншăнах çунатăп", "Иккĕн çеç" юрăсем кĕвĕленĕ. Вĕсем халĕ Чăваш радио тата телевидени фондĕнче упранаççĕ. Автор пирки калас пулсан, вăл Çар çынни пулнă, тĕрлĕ çĕрте службăра тăнă, пенсие тухсан Шупашкара пурăнма куçнă. Халĕ те ĕçлет-ха, ентешлĕх ирттерекен мероприятисене те хастар хутшăнать. Г.Макаров хăйне валли Акăш псевдоним илнĕ. Апла пулсан пирĕн ăна çỹлтен-çỹле вĕçме, вулакансене çĕнĕ юрă-сăвăпа савăнтарма ырă сунмалли çеç юлать.

В.БАЙМАШКИН.



"Пирěн пурнăç"
20 сентября 2017
08:59
Поделиться