Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

В.РОМАНОВ: "Эпĕ чунпа - эколог"

Этем - çутçанталăкăн ачи. Чĕрчунсем, кайăк-кĕшĕк, юхан-шывсемпе тинĕссем, тусемпе айлăмсем, катасемпе вăрмансем этемсĕр те пурăнма пул- тараççĕ. Этем вара çутçанталăк ырлăхĕсемсĕр малалла каяймасть. Эпир пире çупăрлакан хутлăхпа пĕр çыхăра. Кăçал Раççейре - Экологи çулталăкĕ. Çавна май экологи тытăмĕнче чылай çул вăй хунă пултаруллă специалиста, ЧР тава тивĕçлĕ вăрманçине Владимир Романова сăмах парас терĕм.

- Владимир Иванович, нумаях пулмасть сире тус-тăванăр черетлĕ юбилей ячĕпе саламларĕ. Çан-çурăмăр халĕ те тĕреклĕ, куçăрта çамрăклăх йăл кулать... Мĕнле пурăнатăр?

- Атте-анне вĕрентнипе мĕн ачаран тавралăха юратма вĕренсе ỹсрĕм. Чун суйланă ĕçре нумай çул вăй хутăм. Паян чылай чăваш пекех Мускава вахта мелĕпе ĕçлеме çỹретĕп.

- Ак тата, тĕлĕнтеретĕр! Сирĕн пек специалистсем аякра мар, кунтах, тăван тăрăхрах кирлĕ. Çĕршывăн тĕп хулине ĕç шырамашкăн кайма мĕн хистерĕ? - Мĕн тăвас? Пурнăçăм çавнашкал çаврăнса тухрĕ. Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн çутçанталăк комитечĕн ертỹçинче 19 çул ĕçлерĕм. Районти экологи тытăмне пĕтерсе хунă хыççăн юратнă ĕçе пăрахма тиврĕ. Хуçăлса ỹкмерĕм - çĕршывăн тĕп хулине çул тытрăм. Нумай шухăшласа тăмарăм, чугун çулпа çыхăннă хăрушсăрлăх службине ĕçе вырнаçрăм. Хамăн кун-çулпа кăмăллă эпĕ, ĕçре мана хисеплеççĕ.

- Эсир экологи тытăмĕнче тăрăшнă чухне журналистсемпе пĕрле сирĕн районтан тухма пĕлмен эпĕ. Радио, телекурав ĕçченĕсемпе пĕрле ялсенче, вăрман хуçалăхĕнче, утарта вăй хуракан çынсем çинчен репортажсем хатĕрленĕ.

- Çапла. Çырансене сăнама Сăр шывĕ тăрăх катерпа анма тиврĕ. Çутçанталăка упрас тĕллевпе районпа республика хаçат-журналĕнче çулталăкра вун-вун статья пичетленĕ. 1983 çулта Мари Республикин политехника институтĕнчен вăрман хуçалăхĕн инженерĕн дипломне илнĕ хыççăн направленипе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăк лесничествине ертсе пыма ячĕç. 4 çул лесничире ĕçлерĕм. Мана шанса панă лесничество Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялавне 2 хутчен тивĕçрĕ. Кашни çулах 100 гектартан кая мар çĕр çинче çĕнĕ хунавсем лартаттăмăр. 1978 çулхи хĕллехи сивве пула юмансем, вĕренесем, карăçсем лаптăкĕ-лаптăкĕпе хăрчĕç. Вĕсене касса, тирпейлесе вăрмана çĕнĕрен чĕртрĕмĕр. Йывăç вăррисене пухаттăмăр, кайăк-кĕшĕк валли сырăшсем туса çакаттăмăр, хир сыснисемпе пăшисем валли ятарлă вырăнсене апатпа тăвар хураттăмăр, сиплĕ курăксем пуçтарса хатĕрлев кантурне параттăмăр, вăрманти çăлкуçсене та-сататтăмăр. Çавăн чухне хамăр тăрăхра пĕрремĕш утар йĕркелерĕм.

- Ун чухне хастарлăхăра кура сире Мускава квалификацие ỹстерме янă.

- РФ Вăрман хуçалăх министерстви вăрмансене тара парас енĕпе специалистсене вĕрентес тесе 100 лесничирен 7-шне суйларĕ. Çак йыша эпĕ те лекрĕм. Хĕрлĕ Чутая таврăнсан пурнăçăмра кăсăклă самантсем пуçланчĕç. Çамрăк пулнă эпĕ, вăй-хал тапса тăратчĕ, çĕнĕлле ĕçлес килетчĕ. Вăрманçăсенчен хăшĕ-пĕри мана ăнланасшăн пулмарĕ. Апла пулин те мана каллех лесничие суйларĕç. Пĕр хушă Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕнче студентсене вĕрентме те тỹр килчĕ. 2 çултан çĕршывра, вăл шутра пирĕн республикăра та, çутçанталăк комитечĕсем йĕркеленме пуçларĕç. Райхаçатра пĕлтерỹ тухсан документсене конкурса тăратрăм - 5 кандидатран мана суйласа ĕçе шанчĕç. Çав тилхепене 16 çул çирĕп тытса пытăм. Çав вăхăтра лесничире ĕçленĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вăрманçи Максим Овчинников вăрмана çĕнĕрен çĕклес, чăваш юманне сыхласа хăварас тесе сахал мар вăй хучĕ. Алă вĕççĕн юман лартатчĕ. Каярахпа эпĕ те çак ĕçе кỹлĕнтĕм. 360 гектар çĕр çинче юманлăх йĕркелерĕмĕр. Вĕсем ерипен вăй илеççĕ, йывăçсене çирĕпленме 120 çултан кая мар кирлĕ. Çак тытăмра ĕçлеместĕп пулин те çамрăк хунавсене упрасси - манăн тĕллев. Чунпа эпĕ - эколог. Пантьăк ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă май пурнăçа кĕртмелли те пайтах. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче Наци паркне тăвас, Пантьăкри "Ленин вăрманне" çĕнетес, Хватукасси ялне асфальт çул çитерес ыйтусене татса парас тесе тăрăшатăп. Кăçалхи Экологи çулталăкĕнче пуçланă ĕçсене вĕçне çитерес шухăшлă.

- Эппин, ăнăçу сунатăп! Эсир хăй вăхăтĕнче çутçанталăк тусĕсене хавхалантарас тĕллевпе район шайĕнче преми те йĕркеленĕччĕ вĕт.

- 1995 çулта районти çутçанталăка сыхлакан комитетăн ЧР тава тивĕçлĕ вăрманçипе М.А.Овчинниковпа СССР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ В.Н.Мерзлайкин ячĕпе йĕркеленĕ премине чылай çын тивĕçрĕ. Астăватăп-ха, Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнчи икĕ кỹршĕ пĕр-пĕринпе ăмăртса йывăç лартнăччĕ. Чăвашсем тăрăшуллă халăх. Манăн М.Овчинниковпа В.Мерзлайкин ячĕсене историре хăварас килетчĕ. М.Овчинников Пантьăк лесничествине 30 çул ытла ертсе пынă, шкул ачисене йывăç лартас ĕçе явăçтарнă. Пĕррехинче вăл мана çуралнă кунпа йытă çури парнелерĕ. Йывăçсене питĕ юрататчĕ вăл, çавăнпах ăна Пальма ят патăм. Пĕрремĕш учитель В.Мерзлайкин мана вулама-çырма кăна мар, çутçанталăка юратма та вĕрентрĕ.

- Хăй вăхăтĕнче эсир "Хĕрлĕ Чутай районĕнчи çутçанталăк лару-тăрăвĕ мĕнле пулни çинчен" брошюра та кăларнă.

- Унпа паян та усă кураççĕ. Вăл биологи, экологи, георграфи учителĕсене, шкул ачисене пулăшать.

- Пурнăç тĕллевне çутçанталăкпа çыхăнтарнă эсир. - Манăн девиз пурне те пырса тивет: "Çутçанталăк - пирĕн пуянлăх. Ăна упрасси - кашнин тивĕçĕ".

- Сирĕн пирки тăван халăхăн йăли-йĕркине тĕпе хурса пурăнакан чăн-чăн чăваш арĕ теме пулать. Тăван ялта çурт хăпартнă, пахча ỹстернĕ, утар йĕркеленĕ, ывăлăра пурнăç çулĕ çине кăларнă. - Ялта мансардăллă çурт лартнă пĕрремĕш çемье пултăмăр. Атте çамрăк чухне: "Володя, маçак вырăнне пăрахмалла мар!" - тетчĕ. Ура çине çирĕп тăрсан унăн сăмахне пурнăçа кĕртрĕм, çывăх çынннăм мĕн тери хĕпĕртерĕ! Атте-анне çурчĕ юнашарах. Шел, вĕсем пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç. Çемьере 6 ача çитĕнтĕмĕр. Виçĕ пĕртăвана вăхăтсăр çухатрăмăр. Пирĕн çемьере ăсчахсем те пур. Шăллăм Александр Иванович - доцент, Шупашкарта аслă пĕлỹ паракан виçĕ учрежденире çамрăксене вĕрентет. Мăшăрăм Мишеркассинче медицина офисĕнче медсестрара тăрăшать. Ывăлăм Канашра прокуратура тытăмĕнче вăй хурать. Эпĕ шкулта вăтам вĕреннĕ. Спортпа туслăччĕ. Кĕнеке вулама кăмăллаттăм, уйрăмах - вăрçă çинчен. Ачалăхăм çăмăл килмерĕ пулин те асра телейлĕ самантсем çеç çырăнса юлнă.

Альбина ЮРАТУ.



"Пирěн пурнăç"
15 сентября 2017
09:11
Поделиться