Прессăн спорт фестивальне хастар хутшăнар
Сентябрĕн 6-мĕшĕнче "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн чупу иртет. Ç итмĕл тăххăрмĕш хут ĕнтĕ республи-кăра А.Николаев космонавт летчика халалласа эстафета чупăвĕ - Прессăн спорт фестивалĕ - иртет. Вăл икĕ тапхăрпа иртĕ: пĕрремĕш тапхăр - районта, "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета пулĕ, иккĕмĕш тапхăр - финал ăмăртăвĕ, ăна сентябрĕн 9-мĕшĕнче тĕп хуламăрта "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн ирттерме палăртнă. Эстафетăн пĕрремĕш тапхăрне тивĕçлипе йĕркелесе ирттерес тĕллевпе район администрацийĕ "Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕпе канашласа положени çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн, сентябрĕн 6-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салин Тĕп стадионĕнче эстафета чупăвĕ иртет. Ăна савăнăçлă лару-тăрура 14 сехет те 45 минутра уçĕç. Ăмăрту 15 сехетре пуçланать. Эстафета çак ушкăнсемпе иртет:
1. "Шкул çулне çитмен учрежденисем". Ку ушкăнта шкул çулне çитмен икĕ хĕрача тата икĕ арçын ача 100-шер метр чупĕç. 2. "Спорт çемйи". Пĕрремĕш ушкăна ашшĕпе амăшĕ тата çичĕ çул тултарман ача хутшăнать. Арçынсем 400 метр чупаççĕ, хĕрарăмсем - 300, ачасем - 100. Иккĕмĕш ушкăна 13 çул тултарман ачаллă ашшĕ-амăшĕ хутшăнать. Ку тапхăрта арçынсен 400 метр чупмалла, хĕрарăмсен - 200, ачасен - 200.
3. "Спорт ветеранĕсем". Ку ушкăнта предприятисен, ял тăрăхĕсен командисем ăмăртаççĕ. Команда пилĕк çынран тă-малла: виçĕ арçынпа (45 çул е аслăрах) икĕ хĕрарăм (40 çул е аслăрах). Вĕсен пурин те 400 метрлă дистанцие парăнтармалла.
4. "Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем". Команда йышĕ ултă çынран (виçĕ каччăпа виçĕ хĕр) тăрать: пурте 400 метршар тупăшаççĕ.
5. "Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсем". Командăра сакăр çын (тăватă каччăпа тăватă хĕр) пулмалла. Вĕсем 400 метршар чупаççĕ.
6. "Хĕрарăмсен ушкăнĕ". Предприятисемпе организацисен, учрежденисен ушкăнĕсем те 400 метршар ăмăртаççĕ. Ушкăнра виçĕ çын пулмалла.
7. "Арçынсен ушкăнĕ". Кунта та предприятисемпе организацисен, учрежденисен ушкăнĕсем хутшăнаççĕ. Йыш виçĕ çынтан тăрать, пурте 400 метршар чупаççĕ.
8. "Ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕ". Йышра виçĕ арçынпа икĕ хĕрарăм пулмалла, вĕсем 400 метршар тупăшаççĕ. Тĕп услови _ командăри çынсен пурин те ял тăрăхĕсенче регистрациленмелле.
9. "Тĕп ушкăнта" предприятисемпе орга-низацисен, вĕренỹ учрежденийĕсен ушкăнĕсем (йышра виçĕ арçынпа икĕ хĕрарăм пулмалла) хутшăнаççĕ. Хĕрарăмсен те, ар-çынсен те 400 метршар чупмалла.
10. "Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ушкăнĕсем". Команда пилĕк çынран тăмалла: виçĕ арçынпа икĕ хĕрарăмран. Вĕсен пурин те 400 метрлă дистанцие парăнтармалла. Ушкăнсенче пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăннисене дипломсемпе чыслĕç. Çавăн пекех фестивалĕн спорт ăмăр тăвĕсене хутшăнакансем район хаçатĕнче пĕр хутчен тỹлевсĕр пĕлтерỹ е салам пичетлеме май паракан купона тивĕç пулĕç. Эстафетăна хутшăннă кашни спорт çемйине "Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕ çитес çур çул валли райхаçат çырăнса парĕ. Çĕнтерỹçĕ командăсем район администрацийĕн парнисене тивĕçĕç. Редакци.