Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

"Асăрханăр, ачасем!"

Çак ятпа республикăра августăн 28-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 10-мĕшĕччен профилактика мероприятийĕ иртет. Ăна ачасемпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕсем пулассине асăрхаттарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн тата ун вăхăтĕнче шкул ачисене уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. Мероприяти вăхăтĕнче Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем тата педагогсем ачасем валли хушма занятисем ирттерĕç, çул-йĕр правилисене аса илтерĕç. Çавăн пекех çулсем çинче тĕрлĕ рейдсем те пулĕç.

Кăçалхи çичĕ уйăх хушшинче республикăра 16 çула çитмен ачасем хутшăннипе 95 çул-йĕр инкекĕ пулнă, вĕсенче пĕр ача вилнĕ, 105-шĕ суранланнă. Районта ачасем хутшăннипе пĕр инкек пулнине регистрациленĕ, машинăри ача ятарлă креслăра пулнăран хытах суранланман. Ачасене машинăра ятарлă креслăсенче илсе çỹремеллине, çул çитменнисен велосипедсемпе автоçулсем çине тухма юраманнине тепĕр хут аса илтерес килет. Çуран утакан ачасен çи-пуçĕ е шкул сумкки çинче талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче çутă тавăракан япала пулмалла.

О.НИКОЛАЕВ, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальник тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.



"Пирěн пурнăç"
30 августа 2017
16:04
Поделиться