Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Йăла-йĕрке пурăнсан ял та пурăнать

Августăн 12-мĕшĕ Хĕрлĕ Чутай салин историне яланлăхах кĕрсе юлчĕ: вăл пуçланса кайнăранпа 435 çул çитнине анлă паллă турăмăр. Тăватă ĕмĕр ытла... Çак тапхăрта Хĕрлĕ Чутай сали çăмăлах мар пурнăç çулне утса тухнă, ỹссе, аталанса, тĕрекленсе пынă. Паян кунта пурнăç вĕресе тăрать, çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, çемьесем йĕркеленеççĕ, Хĕрлĕ Чутай сали сарăлсах пырать.

Сала 435 çул тултарнине уявлассипе çыхăннă мероприятисем "Тăван ен - тăван сала" ятпа Советская урамĕнче анлă иртрĕç. Малтанах çак урамри 1100 метр тăршшĕ çĕнетнĕ çула хĕрлĕ хăю касса уçрĕç. Халĕ ĕнтĕ ку яка çулпа тĕрлĕ транспорт хатĕрĕ те чăрмавсăр çỹреме пултарать. Çакна хăю каснă хыççăнах велосипедсем çине ларнă тата роликсем çине тăнă ачасемпе çамрăксем ярăнса тĕрĕслерĕç, çуран утакансем те çула лайăх хак пачĕç. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн чăваш тумне тăхăннă коллективĕ хăнасене чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Ташлама та, юрлама та маттур Раиса Ильина директор ертсе пынипе вĕрентекенсем уява питĕ лайăх хатĕрленнĕ. "Пилеш" ача садĕнче тăрăшакансем чăваш тумĕллĕ пуканесен илемлĕ куравне йĕркеленĕ. Хăнасем çавăн пекех нумай çул килĕштерсе пурăнакан Столяровсене чысларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Урам тăрăх тăп-такăр çулпа анаталла утса аннă май Зоя Самылкина ĕç ветеранĕн килĕ умĕнче чарăнчĕç, йăла-йĕркесене курса ĕлĕкхине аса илчĕç. Унтан "Хĕвел" аса сачĕн ĕçченĕсемпе пĕрле вăййа хутшăнчĕç, ташă картине тăрса ура тапса ташларĕç.

Урампа иртсе пынă май ял çыннисем чăвашсен йăли-йĕркине, кулленхи ĕç-хĕлне сăнланине курма пулчĕ - уява пухăн-нисем хăйсене ĕлĕкхи чăваш ялне таврăннăнах туйрĕç.



"Пирěн пурнăç"
16 августа 2017
08:50
Поделиться