Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ентешĕмĕрсем, килсе курсамăр уява!

Александр САМСОНОВ, район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ: "Концертпа куравсем те, фейерверк та пулĕ"

- Ыран, августăн 12-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерỹ лапамĕнче район юбилейне халалланă савăнăçлă мероприятисем пулĕç. 10 сехетре алĕç ăстисен, кивĕ сăнỹкерчĕксен, кĕнекесен куравĕсем ĕçлеме пуçлĕç. Ял тăрăхĕсен, районти учрежденисемпе организацисен кил картишĕсем те хăнасене хапăл пулĕç. Уявăн савăнăçлă пайĕ 11 сехетре пуçланĕ, ун вăхăтĕнче район ертỹçисемпе хăнасем сăмах илĕç, ĕçре палăрнисене хисеп хучĕсем парса чыслĕç. 11 сехетрен пуçласа районти Культура çурчĕ умĕнчи сцена çинче фольклор ушкăнĕсен "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" концертне курма пулĕ. Пирĕн районта çуралса ỹснĕ, халĕ республика шайĕнче палăрнă артистсем, Элĕк, Муркаш, Етĕрне районĕнчи коллективсем 13 сехетре хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. 14 сехетре ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн концерт-флешмобне курса савăнăпăр. Каçхине вара, 21 сехетре, чăваш эстрада çăлтăрĕсем хутшăннипе уяв концерчĕ пулĕ, 23 сехетре тỹпене уяв фейерверкĕ çутатĕ, ун хыççăн дискотека пулĕ.

Алексей ИЛЬИН, райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пай началь-никĕ: "Çĕнетнĕ çула савăнăçлă лару-тăрура уçăпăр"

- Нумаях пулмасть Хĕрлĕ Чутай салин Советская урамĕнче "Стройресурс" ТЯО 1100 метр тăршшĕ тăсăлакан автоçула туса пĕтерчĕ. Асфальт сарнă хăтлă çулăн хĕррисене те çĕнетрĕç. Район юбилейне халалланă уяв кунĕнче, 13 сехет те 20 минутра, çĕнетнĕ çула савăнăçлă лару-тăрура уçăпăр. Çак мероприятие район ертỹçисемпе уява килнĕ хăнасем, Хĕрлĕ Чутай салинче тата районта пурăнакансем хутшăнĕç.

Алексей НИКИТИН, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ: "Хаваслă стартсене чĕнетпĕр"

- Район юбилейне халалланă уяв программи спорт ăмăртăвĕсемпе те пуян пулĕ. 14 сехетре пурне те Çĕнтерỹ лапамĕнче иртекен "Хаваслă стартсене" чĕнетпĕр. Унта хутшăнакансем тиенĕ урапа та туртĕç, картлă кĕвенте йăтса чупĕç тата ытти хаваслă ăмăртусенче тупăшĕç. 15 сехетре Хĕрлĕ Чутай салинчи Тĕп стадионта тата "Хастар" ФСК-ра пĕрлештернĕ эстафета пулĕ, ишевçĕсем бассейнра ăмăртĕç, кăмăл тăвакансем волейболла тата мини-футболла вылĕç.

Анатолий ВОЛКОВ, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: "Йăласене аса илĕпĕр, юбилярсене чыслăпăр"

- Хĕрлĕ Чутай сали 435 çул тултарни-не халалланă мероприятисем Советская урамра иртĕç. 13 сехет те 30 минутра "Тăван ен - тăван сала" ятпа савăнăçлă мероприяти пуçланĕ. Ун вăхăтĕнче чылай çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан Столяровсене чыслăпăр. Унтан Зоя Матвеевна Самылкина çурчĕ умĕнче ĕлĕкхи йăласене аса илĕпĕр, Валентина Иосифовна Грачева пурăнакан тĕлте концерт курса киленĕпĕр. 14 сехет те 15 минутра "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕнче "Чечеклен, Чутай ен" ятпа пирĕн ентешĕн, Чăваш Республикин халăх художникĕн Анатолий Даниловăн ĕçĕсен куравĕ уçăлĕ.

Игорь ГЕРАСИМОВ, Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: "Ял тăрăхĕнче - 2-мĕш çĕнĕ ФАП"

- Ыран 10 сехетре Ачкасси ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕн алăкĕ яриех уçăлĕ. Çак хальхи йышши модульлĕ ФАП районта саккăрмĕш пулсан, пирĕн ял тăрăхĕнче - иккĕмĕш, иртнĕ çул Серенкасси ялĕнче уçрăмăр. Ачкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн строительстви кăçалхи апрель уйăхĕнче пуçланчĕ, ăна строительсем хăвăрт хăпартмалли çуртсен технологийĕпе турĕç. Халĕ ĕнтĕ çĕнĕ ФАП халăха йышăнма хатĕр, унта сĕтел-пуканне те, медицина оборудованине те вырнаçтарнă, кăвак çулăм та кĕрет. Унсăр пуçне ял тăрăхĕнчи ĕçченсен вăйĕпе фельдшер пункчĕ çумĕнчи территорие те илемпе хăтлăх кỹтĕмĕр. ФАП ялта пурăнакан 400 ытла çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерсе тăрĕ. Кунта нумай çул фельдшерта вăй хуракан Зинаида Тунейкина, çавăн пекех ял халăхĕ çĕнĕ ФАП-па, унти майсемпе питĕ кăмăллине пĕлтереççĕ.

Максим ЗАРУБИН, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ: "Чиркỹ алкĕ пуриншĕн те уçă"

- Ыранхи кун районта пысăк мероприятисем иртеççĕ. Район йĕркеленнĕренпе 90 çул, Хĕрлĕ Чутай сали пуçланса кайнăранпа 435 çул çитнине халалланă мероприятисенчен эпир те аякра тăрса юлмастпăр. Августăн 12-мĕшĕнче 9 сехетре храмра район ăнăçлăхĕшĕн молебен ирттерме палăртатпăр. Çавăн пекех шăматкун эпĕ Ачкассинчи ФАП-а уçнă çĕре хутшăнатăп. Пирĕн чиркỹшĕн те кăçалхи çул юбилейлă: храм 215 çул тултарать. Çак паллă куна эпир октябрĕн 1-мĕшĕнче уявлама палăртатпăр. Ун чухне района Варнава митрополит килет тата Атнар ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Туканаш (Шорово) ялĕнче часовньăна сăваплама шутлатпăр. Августăн 12-мĕшĕнче вара храмра 15 сехетрен пуçласа 19 сехетчен каçхи кĕлĕ иртĕ. Район çыннисемшĕн, хăнасемшĕн Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн алăкĕ яланах уçă.



"Пирěн пурнăç"
11 августа 2017
10:16
Поделиться