Велочупăва хастар хутшăнар
Пĕтĕм Раççейри "Ĕçе - велосипедпа" акцие хутшăнса кăçал районта Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалласа икĕ массăллă велочупу йĕркеленĕ. Черетлĕ уяв паян, августăн 9-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутайри çавра трасса çинче иртĕ. Хальхинче ăна Физкультурник кунне халалласа тата Хĕрлĕ Чутай районĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнĕ ятпа ирттерĕç. Малтанхи массăллă велочупăва райадминистраци, райбольница ĕçченĕ-сем, "Пилеш" тата "Хĕвел" ача сачĕсен сотрудникĕсем активлă хутшăннăччĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене салари Çĕнтерỹ лапамĕнче кĕтеççĕ. Велочупу 14 сехетре старт илет. А.АЛЕКСЕЕВА.
"Пирěн пурнăç"