Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ырă ячĕ халăхра упранать

Хисеп палли, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, иккĕмĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕсен кавалерĕ Дмитрий Родионович Волков пурăннă пулсан кăçалхи августăн 7-мĕшĕнче 90 çул тултармаллаччĕ. Шел те, вăл пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа кăçалхи январĕн 28-мĕшĕнче 21 çул çитрĕ. Çулсем пĕр шелсĕр малалла шăваççĕ пулин те унăн ятне ентешсем асра тытаççĕ. "Ыр çын вилет - ят юлать", - теççĕ халăхра. Вăл туса хăварнă ырă ĕçсем нихăçан та манăçмĕç. Паллă ентешĕмĕре сума суса ĕнтĕ августăн 7-мĕшĕнче районти АПК ветеранĕсен Канашĕн пуçарăвĕпе унăн çуралнă кил-çурчĕ çинче Асăну хăми уçма палăртнă, унсăр пуçне районти "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕнче Дмитрий Родионовичпа пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем хутшăннипе пуху та иртет.

Дмитрий Родионович ВОЛКОВ пирки нумай ыррине калама пулать. Атнар салинче çурал-нăскер вăл вырăнти шкулта вĕреннĕ. 1944-1951 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ шутланать. Унтан таврăнсан тĕрлĕ предприятисенче бухгалтерта ĕçленĕ. 1964 çулта вăл Чăваш патшалăх ялхуçалăх институчĕ çумĕнчи колхозсемпе совхозсен ертỹçисен ултă уйăхлă курсĕсенче вĕреннĕ. Çав çултанах вăл Коминтерн ячĕпе хисепленекен колхоз правленийĕн председателĕн çумĕнче, 1969-1982 çулсенче колхоз председателĕнче вăй хунă. 1982-1985 çулсенче Дмитрий Волков "Сура" совхоза ертсе пынă. Вăл хăйĕн пурнă- çĕнче пĕтĕм вăй-халне халăх ырлăхĕшĕн панă.

Александр Петрович Самылкин, 1968-1982 çулсенче Д.Р.Волковпа пĕрле ĕçленĕ:

- "Коминтерн" колхоза 1964-1968 çулсенче Вăрмар районĕнчен тухнă Валериан Леонтьев ертсе пычĕ. Ун хыççăн 1969 çулта Валериан Михайлович сĕннипе тата халăх шаннипе Дмитрий Волкова колхоз председательне суйларĕç. Вăл мана колхоза водителе ĕçлеме илчĕ, каярахпа автомеханик, колхоз председателĕн çумĕ пулма шанчĕ. Çавăн пекех колхозри партком секретарĕ пулма тỹр килчĕ. Вăл нумай çул Атнар ялĕн тата район Канашĕн депутачĕ, çавăн пекех райком бюровĕн членĕ пулчĕ. Дмитрий Родионович ĕçленĕ вăхăтра "Коминтерн" колхоз тăхăр яла пĕрлештерсе тăратчĕ. Сухаламалли çĕр лаптăкĕ виçĕ пин ытла гектарччĕ. 70-мĕш çулсенче колхоз экономика тĕлĕшĕнчен районта чи лайăх хуçалăхсенчен пĕриччĕ. Кунти ĕçченсен кăтартăвĕсем чи пысăккисемччĕ. Çĕр ĕç культурине ỹстерсе, ăратлă выльăх усраса, техника тата ĕç вăйĕпе туллин усă курса вĕсем çитĕнỹ тăватчĕç. Çакă уйрăмах тăххăрмĕш пилĕкçуллăхра аван палăрчĕ. Асăннă хуçалăх пысăк пулнă май планĕ те пысăкчĕ, район туса илмелли планăн 25 проценчĕ ун çине тиенетчĕ. Колхоз тыр-пул ỹстерсе илнисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх йышлă усратчĕ. "Коминтернăн" сумалли ĕнесен шучĕ 650 пуç пулнă, мăйракаллă шултра выльăх - 2000 пуç, сысна - 1000 пуç, сурăх - 350 пуç. Кашни ялтах тĕрлĕрен фермăсем пулнă пулсан, витесем çителĕксĕртерехчĕ. Çакна шута илсе Дмитрий Волков Атнар комплексне тутарма пуçланăччĕ, унăн ĕмĕтне эпир пурнăçларăмăр. Унта ĕçсене пĕтĕмпех механизациленĕччĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем валли лайăх условисем туса панăччĕ. Комплекс паян та лайăх ĕçлесе пырать. Унсăр пуçне колхозăн шур çăнăх тумалли арман, чус-хăма çурмалли, çăм таптармалли цехсем ĕçлетчĕç. 1973 çултанпа Атнар ферминче республикăри тата районти хуçалăхсем валли хура-ула ăратлă выльăх çитĕнтеретчĕç. Çав вăхăтра районта пĕрремĕш хут сенаж хывма, ăна валли траншейăсем тума пуçларĕç. Хуçалăх тыр-пул, аш-какай, сĕт туса илессипе халăх хуçалăх планне пурнăçласа ирттеретчĕ. Дмитрий Родионович хăй вăхăтĕн-че ялхуçалăхĕнче пысăк çитĕнỹсем туса республикипех палăрчĕ. Унăн ĕçĕпе паллашма тĕрлĕ çĕртен килсе çỹ-ретчĕç, колхозра семинар-канашлусем час-часах иртетчĕç. Колхоз ун чух районти "Искра", Çĕмĕрле районĕн-чи "Алгашинский", Чулхула облаçĕнчи "Красная гора", Вăрмарти "Динамо" колхозсемпе ăмăртса, тачă çыхăну тытса ĕçлетчĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса тăратчĕç. Кашни ялтах халăха ĕçлеме ферма çурчĕсем, виçĕ техника паркĕ, ĕç çыннисене канма, мероприятисем ирттерме Культура çурчĕсем пурччĕ. Вĕсене тытса тăрас тăкаксене колхоз хăйĕн çине илетчĕ. Кашни çулах колхоз "Хĕл ăсатăвне" хутшăнатчĕ. Сăмахран, 1976 çулта халăх уявне пĕр тройкăпа тата 170 лаша лавĕпе тухнине астăватăп. "Коминтерн" колхозра ĕçленĕ ертỹçĕсем хăйсем вăхăтĕнче кашниех пысăк лаптăксем çинче йывăçсем ларттарса хăварчĕç. Тĕслĕхрен, В.М.Леонтьев Хурапыр патĕнче хыр вăрманĕ ларттарчĕ, Д.Р.Волков Шĕнĕшне çырминче (Атнара пăрăнса кĕрекен çул хĕрринче), парк хыçĕнче, çак йăлана вĕсем хыççăнхи ертỹçĕсем те тытса пычĕç. Колхоз пуянлăхне унăн ĕçченĕсем тăваççĕ. Дмитрий Волков ĕçленĕ çулсенче ĕçре мухтава тивĕçнисене те асăнас килет. Вĕсен шутĕнче чи малтанах Ф.И.Абаськина, О.В.Скворцова дояркăсем - çуллен кашни ĕнерен пилĕк пин ытла килограмм сĕт суса илетчĕç, вĕсем фермăрах пурăнатчĕç тесен те тĕрĕс. Çитĕнĕвĕсене кура пĕри Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, тепри Ленин орденĕсене тивĕçрĕç. Унсăр пуçне вĕсене Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕсене суйланăччĕ. П.Абрамова, Е.Савельева, Г.Данилова дояркăсем пирки те ыррине кăна каламалла. Дмитрий Родионович Волков машинăпа трактор паркне пысăк тимлĕх уйăратчĕ, ăшă мастерской, 60 автомашина вырнаçмалăх гараж тутарчĕ. Вăл вăхăтра колхозра 24 гусеницăллă, 28 урапаллă трактор, 48 автомашина, 18 комбайн шутланатчĕ. Колхозра механизаторсен хисепĕ 150 çынран та иртетчĕ. В.Храмов тĕп инженер, Л.Сазонов, Г.Орлов, С. Артемьев, А. Андреев, В.Тарасов, В.Федоров трактористсем ĕçе тĕплĕ те пахалăхлă тунипе палăрса тăратчĕç. Нумайăшĕ ĕçри пултарулăхĕшĕн орденсемпе медальсем илме тивĕç пулчĕç. Колхозрах вĕренỹ класĕ - мастерской пурччĕ, çавăнтан Юрий Татаров, Юрий Степанов, Иван Шинжаев тата ытти механизаторсем вĕренсе тухрĕç. Вĕсене В.Храмов, Л.Лаптев, И.Маков инженерсем вĕрентрĕç. Пултаруллă ертỹçĕ çав хушăрах çамрăксене ялхуçалăх ĕçне явăçтарма майсем туса паратчĕ, вĕсене яваплă ĕç шанса пама хăрамастчĕ. Кашни çулах 2-3 çамрăка тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме яратчĕ, колхоз шучĕпе стипенди тỹлетчĕ. Дмитрий Родионовичăн тĕллевĕсенчен пĕри çулсем тăвассиччĕ. Çак ĕçе вĕçлеймерĕ пулин те, эпир, унăн ĕçтешĕсем, вăл палăртнине вĕçне çитертĕмĕр. Вăл паян пурăннă пулсан пăхса савăнатчĕ пулĕ.

Николай Филиппович Яхатин, 1978-1990 çулсенче МПМК начальникĕнче ĕçленĕ:

- Дмитрий Родиновичăн ырă та пархатарлă ĕçне кам кăна астумасть-тĕр. Вăл пур енлĕн ĕлкĕрсе пыма пултаракан, çав хушăрах çирĕп те пуçаруллă ертỹçĕччĕ. Районти чылай объекта хута ярассине манăн унпа сỹтсе явма тỹр килетчĕ. Ун пек ертỹçĕсем сайра тĕл пулаççĕ. Ĕç çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме, йывăрлăхсене пăхмасăр тĕрлĕ лару-тăруран тухма пултаракан ертỹçĕччĕ. Вăл экономикăна вăйлатмалли, продукци пахалăхне лайăхлатмалли, ĕç тухăçне ỹстермелли майсем пĕр май шыратчĕ. Вăл вăхăтра Дмитрий Волков А.Д.Смалайкинпа, П.В.Васюковпа, Н.А.Ельмовпа, Н.К.Самсоновпа тата ытти паллă ертỹçĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетчĕ. "Сура" совхоза та вăл аван ертсе пычĕ, ултă пин таран сысна тытрĕ. Питĕ яваплăха туйса ĕçлетчĕ. Шел те, чире пула вăл пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Геннадий Петрович Ухлинов, 1976-1996 çулсенче "Маяк" колхоз пред-седателĕ пулнă:

- Эпĕ 28 çулта чухне "Маяк" колхозра инженер-механикра ĕçлеме тытăнтăм, унтан председатель пулма шанчĕç. Çавăнтанпа пĕлетĕп те Дмитрий Родионович Волкова. Тăтăшах хутшăнса ĕçлеме тỹр килчĕ унпа. Дмитрий Родионович тата Н.К.Самсонов, П.В.Васюков сахал мар ырă сĕнỹпе, канашпа пулăшрĕç. Вăл маншăн, ун чухнехи çамрăк ертỹçĕшĕн, учитель вырăнчеччĕ. Çирĕп те пултаруллă ертỹçĕ, шỹт ăсти, историе лайăх пĕлекен çын пулнипе астăватăп ăна. Çамрăксене пулăшма тăрăшатчĕ. Вĕсен хутне кĕретчĕ, пухусенче сăмаха тỹррĕн калама хăрамастчĕ. Манăн унпа Мускав хулинче çулçỹревре те пулма тỹр килнĕччĕ, унта кайсан стадиона кĕрсе хоккей та курнăччĕ. Ăшă та ырă кил хуçи, çемье пуçĕччĕ вăл, хăнана кĕрсен çынна тарават пăхатчĕ. Эпир унран тĕслĕх илме тăрăшаттăмăр.

Валерий Гурьевич Орлов, 1984-1986 çулсенче ялхуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ пулнă: - Дмитрий Родионовича пĕрремĕш хут эпĕ ача чухне курнă: вăл Ишеккассинчи "Великан" колхоза ял çыннисем ыйтнипе "Коминтерн" колхозпа пĕрлештерес ыйтупа калаçма килнĕччĕ, анчах ку ыйтăва темшĕн татса параймарĕç. Каярахпа манăн, çамрăк специалистăн, ялхуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕнче ĕçленĕ çулсенче Дмитрий Волковпа тăтăшах техника ыйтăвĕсемпе çыхăну тытса ĕçлеме тиветчĕ. Вăл ун чух "Сура" совхоза ертсе пыратчĕ. Дмитрий Родионович çамрăксене хăйĕн ĕç опытне шута илсе вĕрентме тăрăшатчĕ, тĕрĕс çул кăтартса пыратчĕ. Пултаруллă ертỹçĕ пулнă май хăй вăхăтĕнче чылай объект тутарчĕ, паян та çирĕп утăмпа пыракан колхозăн çирĕп никĕсне хывса хăварчĕ. Районта иртекен канашлусенче хăйĕн колхозĕ пирки кăна мар, районшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускататчĕ. Яваплăха çирĕп туйса ĕçлекен, панă сăмаха тытакан ертỹçĕччĕ вăл.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
04 августа 2017
11:31
Поделиться