Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пĕр кунта - икĕ юбилей

Июлĕн 20-мĕшĕнче Кив Ирчемес ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕсем сумлă юбилейĕсене кĕтсе илнĕ май ăшă сăмах-сене, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне йышăннă. Вĕсенчен пĕри, Васса Арсентьевна Капралова, 95 çул тултарнă, тепри, Елизавета Николаевна Белова - 90 çул. Нушине сахал мар курнă ватăсем. Çĕнтерĕве çывхартас тесе çамрăклах ĕçе пуçăннă, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Йывăрлăхсене парăнман, пĕр ĕçрен те хăраса тăман, малаллах талпăннă. Вашават та ырă кăмăллăскерсем, çулĕсене пăхмасăр вăй-хăват, çивĕч ăс-тăн упраса хăварнă. Пурнăç çине халĕ те савăк куçпа пăхаççĕ вĕсем.

ВАССА АРСЕНТЬЕВНА мăшăрĕпе пĕрле сакăр ачана кун çути парнеленĕ, вĕсене ура çине тăратнă. Шел те, вĕсенчен пĕрин кун-çулĕ ирех татăлнă. Паянхи кун ветерана 7 ачипе 13 мăнукĕ тата 9 кĕçĕн мăнукĕ çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Вăл хăйĕн юбилейне чи çывăх çыннисемпе паллă тунă. Ачисем ун пирки çапла калаççĕ: "Çулĕсене пăхмасăр пирĕн анне пур ĕçе те хăй тĕллĕн тума хăнăхнă, ĕçлеме те вăй-хал çитерет, сад-пахчара тăрмашма кăмăллать". 

ЕЛИЗАВЕТА НИКОЛАЕВНА пысăках мар хăтлă кил-çуртра пурăнать, унта ăшă та ырă лару-тăру хуçаланать. Ачисем, икĕ хĕрĕпе ывăлĕ, тивĕçлĕ воспитани илнĕ, хăйсен çемйисемпе ветерана тимлĕх уйăраççĕ, ăшшине парнелеççĕ, кил хуçалăхĕнче пулăшаççĕ, унпа мухтанаççĕ. "Пирĕн анне ялта пурăнакансен çитĕнĕвĕcемшĕн савăнать, инкек пулсан тата йывăр килсен вĕсемпе пĕрле хурланать", - ăшă сăмахпа каласа параççĕ ун пирки хĕрĕсем. "Хам пурнăçра никама та ăмсанман. Ăмсанни çынна шалтан пĕтерет. Пĕр-пĕрне пулăшмалла, йывăрлăхра алă памалла. Ырă туни ырăпа таврăнать", - палăртать Елизавета Николаевна.

А.АЛЕКСЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
26 июля 2017
08:41
Поделиться