Штанаш тăрăхĕн артисчĕсем - чи пултаруллисем
Нумаях пулмасть районта иртнĕ Акатуйра йăлана кĕнĕ тăрăх "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать" смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Пултарулăх ушкăнĕсен ташши-юррисене тишкернĕ хыççăн жюри çапла йышăннă: пĕрремĕш вырăнта - Штанашри Культура çурчĕн артисчĕсем, иккĕмĕшĕнче - Сĕнтĕкçырмипе Серенкассинчи Культура çурчĕн ушкăнĕсем, виççĕмĕшĕнче - атнарсемпе мишеркассисем.
"Экологи пирки чи лайăх юрлани" номинацире районти Культура çурчĕн ветерансен хорне çỹрекен Валентина Романовапа Надежда Архипова дуэчĕ çĕнтернĕ. "Амăшĕпе ашшĕ пирки чи лайăх юрлани" номинацире Галинăпа Вячеслав Кудряшовсен çемье дуэчĕ палăрнă. Тăван çĕршыв çинчен пуринчен те лайăхрах "Свобода" колхозăн хĕрарăмсен ансамблĕ юрланă. В.Воробьев, Ф.Павлов, С.Максимов композиторсен произведенийĕсене Штанашри Культура çурчĕн "Шуçăм" фольклор ансамблĕ аван юрланă. "Чи лайăх хор коллективĕ" номинацире районти Культура çурчĕн ветерансен хорĕ палăрнă. "Чи лайăх ташă коллективĕ" ята штанашсем тивĕçнĕ, сценăна пуринчен те хитререх тралькассисем илемлетнĕ, кулăш ăстисен шутне те вĕсемех кĕнĕ. Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕн пултарулăх ушкăнне çỹрекен Юрий Герасимова "Чи лайăх солист" ят панă, çемье дуэчĕсем хушшинче Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи Юрийпа Владимир Ельмовсем палăрнă.
Экологи çулталăкне халалланă чи лайăх презентаци Атнарти ял библиотекин пулнă, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халаллани - Сĕнтĕкçырминчи ял библиотекин. Алĕç ăстисен куравĕпе питĕркассисем палăрнă.
Çавăн пекех Акатуйра ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ кил картисене тишкернĕ, чи лайăххи пантьăксен пулнă. Иккĕмĕш вырăна хĕрлĕчутайсем тухнă, виççĕмĕшне - киватикассисем.