Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Министр больницăра та, уявра та пулчĕ

Акатуй - пур професси çыннине пĕрлештерсе тăракан уяв. Ăна уявланă кун пирĕн районта ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Николаевич Викторов пулчĕ. Акатуйра министр медицина ĕçченĕсене наградăсем парса чысларĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн район больницин медсестри Лидия Михайловна Кантейкина, çавăн пекех тỹрĕ кăмăлпа нумай çул вăй хунăшăн ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн Тав сăмахне ультрадиагностика тухтăрĕ Константин Владимирович Иванов, Çĕн Атикассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн медицина сестри Галина Ивановна Семенова тивĕçрĕç.

Палăртмалла, темиçе уйăх каялла министр пуканне йышăннă Владимир Викторов уяв программи пуçланас умĕн район больницин пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ, больницăн ача-пăча поликлиникинче, стоматологи пỹлĕмĕсенче, инфекци тата гинекологи уйрăмĕсенче пулса курчĕ. Аса илтеретпĕр, 2015 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2016 çулхи май уйăхĕччен инфекци уйрăмĕн çуртне тăватă миллион ытла тенкĕлĕх тĕпрен юсанă, хушма 1,7 миллион тенкĕпе медицина сĕтел-пуканĕ, оборудовани туяннă, территорие хăтлăх кỹнĕ. Инфекци уйрăмĕ 2009 çултанпа районсем хушшинчи иккĕмĕш шайри (талăкĕпех стационарлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе) центр шутланать. Кунта Çĕмĕрле хулинче тата Çĕмĕрле районĕнче пурăнакансем те сипленме килеççĕ.

Гинекологи уйрăмĕнче пулнă май министр демографи лару-тăрăвне пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Пирĕн района ЭКО мелĕпе усă курма 14 квота панине, хальлĕхе икĕ çемье усă курнине каланă.

Паянхи кун районти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче 38 тухтăр, 113 медицина сестри, 6 вăтам тата 87 пулăшакан персонал тăрăшать. "Земство тухтăрĕ" программăна пула 17 çамрăк специалист ĕçе вырнаçнă, вăл шутра 8-шĕ - пĕрремĕш звенори тухтăрсем. Халĕ 14 тухтăрĕ малалла ĕçлет.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
16 июня 2017
10:47
Поделиться