Пурне те йыхравлать
Велосипед куçса çỹремелли хатĕр кăна маррине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Унпа ярăнни ура тĕртĕмĕсемшĕн усăллă, юн çаврăнăшне тата чĕрене лайăх ĕçлеме пулăшать. Çакна апрелĕн 28-мĕшĕнче районти велочупăва тухнисем туйса илчĕçех пулĕ. Шăпах халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас тата велотранспортпа çỹреме явăçтарас тĕллевпе 2017 çулта РФ Транспорт министерстви пуçарнипе çĕршыв шайĕнче виçĕ мероприяти ирттерме палăртнă: майăн 19-мĕшĕнче тата сентябрĕн 22-мĕшĕнче - "Ĕçе - велосипедпа" ятлă акци, майăн 28-мĕшĕнче - Раççейри пĕрлехи велопарад кунĕ. Çак акцисене кашниех харпăр хăй хулинче е районĕнче йĕркелеме е хутшăнма пултарать.
Асăннă акцисене хĕрлĕчутайсем те хапăл тусах хутшăнаççĕ. Эрнекун, майăн 19-мĕшĕнче, районта та çавăн пек массăллă велочупу иртет. Унта хутшăнма кăмăл пуррисене Çĕнĕ центрти Çĕнтерỹ лапамĕнче 13 сехет тĕлне кĕтеççĕ.
А.ДМИТРИЕВА.