Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачасем яланах юрлаччăр та ташлаччăр

Ял тăрăхĕсен йăлана кĕнĕ смотр-отчечĕн чи лайăх номерĕсен гала-концерчĕн юлашки иккĕмĕш пайĕ апрелĕн 18-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче иртрĕ. Хальхинче йышлăн пухăннă куракансем районти ачасемпе çамрăксен тата вĕренỹ учрежденийĕсемпе клуб пĕрлешĕвĕсен коллективĕ-сен пултарулăхне курса савăнчĕç. Концерт программи пуян пулчĕ.

Чи малтанах сцена çине Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекенсен хорĕ тухрĕ, Валентина Грачева ертсе пынипе "Звездопад" тата "Родина моя" юрăсене парнелерĕ. Унтан 8-9 классенче ăс пуха-кансем ташăпа савăнтарчĕç. Данил Мокшин вара сцена çине "Я - мужик" юрăпа тухрĕ.

Ачкасси ял тăрăхĕнчи "Ромашка" ача садне çỹрекенсем (пултарулăх ертỹçи - Елена Пашкуртова) "Русская хороводная" ташăпа асра юлчĕç. Светлана Инедеркина "Ытарайми çĕршыв" сăвва илемлĕ каласа пачĕ. Хĕрлĕ Чутайри "Пилеш" ача садне çỹрекенсем (пултарулăх ертỹçи - Елена Сармандейкина) чăваш ташшипе, çак ача садĕнче тăрăшакансем вара "Колокольная Русь" юрăпа палăрчĕç. "Хĕвел" ача садĕнче ĕçлекенсем "В России летят журавли" юрă, ку ача садне çỹрекен хĕрачасемпе арçын ачасем (пултарулăх ертỹçи - Зинаида Федорова) "Весенняя полька" ташă парнелерĕç.

Пантьăк ял тăрăхĕнчи Семен Куликовпа ("Глобус" сăвва каларĕ) Августина Волкова ("Ача çуртĕнчи пĕр ачан шухăшĕ") тата районти Культура çурчĕн ачасен театр кружокне çỹрекен Дмитрий Оринов ("Эпир пулнă, пур, пулатпăр") илемлĕ те туйăмлă вуланă сăвăсем куракансен кăмăлне кайрĕç.

Мишеркасси шкулĕнче 3-мĕш класра ăс пухакансем купăспа ташлани, Хусанушкăнчи "Родничок" ача садне çỹрекенсен "Мама" тата Ирина Романован "Çурхи улах" ташă композицийĕсем, Тралькассинчи тата Питĕркассинчи çамрăксен, Штанашри "Штаваш" ташă ансамблĕн ташшисем те залра ларакансен кăмăлне çĕклерĕç. Атнарти ачасен хорĕ сцена çине "Наша родина - Россия" тата "Песня про папу" юрăсемпе тухрĕç. Геннадий Орловпа Кирилл Наштыков чăваш çеммисене каласа асра юлчĕç.

Юрлакансем хушшинче Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Романпа Ирина Романовсем ("Савнă тăван ял") тата Денис Ремизовпа Наталья Иванова ("Çĕмĕрт çеçкере"), Тралькассинчи Олеся Митрякова ("Живи, родник, живи") тата Татьяна Мурайкина ("Килтĕм хăнана"), Штанашри Диана Ма-йорова ("Çамрăксем") тата ыттисем те уçă сассисемпе палăрчĕç. Куракансем кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупни концерта пысăк хак панине, жюри чăнах та чи лайăх номерсене суйласа илнине çирĕплетрĕ.

Н.МИДАКОВА.



"Пирěн пурнăç"
21 апреля 2017
09:03
Поделиться