Пăшална тĕрĕс упра
Республика территорийĕнче апрелĕн 15-24-мĕшĕсенче çуркуннехи сунар тапхăрĕ пулать. Çак канăва кăмăллакан пăшал хуçисем сунара тухма хатĕрленеççĕ. Вăл лайăх, пăтăрмахсăр ирттĕр тесен сунар правилисене пăхăнмалла тата çумра кирлĕ документсем пулмалла. Полици сотрудникĕсем сунар хĕç-пăшалне усранă, турттарнă тата ăна йăтса çỹренĕ чухне правилăсене пăхăнма ыйтаççĕ.
Правилăсене пăхăнманнисене административлă тата уголовлă явап тыттаратпăр. Унсăр пуçне сунар пăшалне туртса илетпĕр, ăна усрамалли, унпа усă курмалли правăна пăрахăçлатпăр. Сунарçăсене саккуна пăхăнма ыйтатпăр. Çумра документсем (паспорт, служба удостоверенийĕ, çар е сунар билечĕ), шалти ĕçсен органĕ пăшал усрама тата йăтса çỹреме ирĕк пани пулма кирлине асра тытăр. Унпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла. Хĕç-пăшала чехолсенче е ятарлă футлярсенче илсе çỹремелле. Пăшалсене тата çар хатĕрĕсене автомашинăсенче, палаткăсенче, гаражсенче, хушма хуралтăсенче усрама юрамасть. Пăшалтан путевкăра кăтартнă сунар кайăкне кăна пемелле. Çуркуннехи сунар вăхăтĕнче сак-куна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе тĕрĕслеве тухатпăр.
В.ЯРАБАЕВ, районти полицин уполномоченнăйсен уйрăмĕн начальникĕ.