Автобуссен шучĕ улшăнать
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров Çĕмĕрлери пассажирсен автотранспорт предприятийĕн директорĕпе Лариса Рыбаковапа тĕл пулнă. Вĕсем районти кулленхи пассажир маршручĕсен оптимизацийĕ пирки калаçнă. Паянхи кун район территорийĕнче пилĕк муниципаллă маршрут ĕçлет: Хĕрлĕ Чутай - Березовка, Хĕрлĕ Чутай - Хăмаркка, Хĕрлĕ Чутай - Утаркасси, Хĕрлĕ Чутай - Шулю, Хĕрлĕ Чутай - Анат Çĕрпỹкасси. Тĕлпулура асăннă маршрутсене оптимизацилеме йышăннă. Ун-сăр пуçне 16.50 сехетри "Хĕрлĕ Чутай - Çĕмĕрле" маршрута 17.15 сехет çине куçарнă. Асăннă маршрут эрнекунран çỹреме пуçланă.
"Пирěн пурнăç"