Ачасăр мăшăрсем ан пулччăр
"Арăмĕ ача çуратаймасть", - çакăн пек сăмахсем иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче хăйне евĕр приговор пек янăранă. Хальхи вăхăтра вара медицинăн пысăк технологийĕсем пулăшнипе амăшĕн телейне туякан çулленех йышланать.
Арлă-арăмлă пурăнакан хĕ-рарăмăн çулталăкра çие юлмасан ача çуратайманнине çирĕплетсе диагноз лартаççĕ. Асăннă ыйту Чăваш Енре пурăнакан мăшăрсен 17-18 процентне пырса тивет. Çакăн сăлтавĕн 30 проценчĕ - арăмĕпе упăшкин хавшак сывлăхĕ, 50-60 проценчĕ - хĕрарăмăн амалăх, 40-60 проценчĕ арçыннăн ар органĕсем çителĕксĕр ĕçленипе çыхăннă.
Вăхăтра сиплесен ырă улшăнусене чылайăшĕ кĕтсе илеет. Асăннă амака яланхи меслетсемпе те, пысăк технологиллĕ ЭКО, ИКСИ мелсемпе те сиплеççĕ. Паян врачсем çие юлманнипе нушаланакан хĕрарăмсене те, мăшăрĕсене хырăм хăварттарайман арçынсене те пулăшма пултараççĕ.
Хальхи вăхăтра экстракорпо-раллă меслет (ЭКО) шанчăклă мел шутланать. Пирĕн республикăра ку меслетпе сиплеме 20 çул каяллах пуçланă, пуян опыт пухнă. Чăваш Енре çуралакан ачасен пĕр проценчĕ çут тĕнчене асăннă меслет пулăшнипе килет. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Перинаталь центрĕнче ЭКО витĕмĕпе 5 пин мăшăр усă курнă, 1700 ытла ача çуралнă. 2007 çултанпа ЭКО тума республикăра квота уйăрма тытăннă. 2013 çулта ЭКО обязательнăй медицина страхованийĕн программинчи медицина пулăшăвĕсен шутне кĕнĕ. Кăçал ОМС укçипе ирттерекен экстракорпораллă тỹлевсĕр процедурăсене икĕ хут ытларах тума палăртнă. Ачасăр мăшăрсем валли йĕркеленĕ програм-мăна хутшăннăшăн укçа тỹлеттермеççĕ, тĕп процедурăшăн тăкакланине (вăтамран 113 пин тенкĕ) Обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕ саплаштарать.
Пирĕн районта 2010-2016 çулсенче ЭКО-па усă курнипе 6 ача çуралчĕ. 2017 çул валли тỹлевсĕр ЭКО тума района 14 квота уйăрса пачĕç. Çулталăк пуçланнăранпа çие юлманнипе учетра 9 хĕрарăм тăчĕ, квотăсем уйăрнипе тата 11 хĕрарăмăн сывлăхне тĕрĕслетпĕр. Мăшăрсем ача çуратма пултарайманни уйрăм çыннăн çивĕч ыйтăвĕ кăна мар, вăл патшалăха та пырса тивет. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче эпир те ачасăр çемьесене тупса палăртассипе пуçаруллă ĕçлеме тăрăшатпăр. Çие хăварайманнин диагнозне çирĕплетсен хĕрарăмсене Президентăн перинаталь центрне тивĕç- лĕ пулăшу илме яратпăр.
Галина ЖУРАВЛЕВА, район больницин гинекологĕ.