Лайăх тетте - чун ăшши
Тĕлĕнтермĕш япала çав вăл - тетте. Хальхи вăхăтра аслисем хăйсен тĕпренчĕкĕсем валли теттесене лавккаран, пысăк супермар-кетсенчен илсе пама хăнăхнă. Ĕлĕк-авал вара тетте тăвасси пысăк ăсталăх шутланнă. Паянхи кун çак ăс-талăха упраса хăварасси çивĕч ыйту пулса тăрать. Çавăнпа та пирĕн, аслисен, аваллăха манса каяс мар тесе, мăн асаттесен ăсталăхĕпе çамрăк ăрăва кунран-кун паллаштарас тесе ĕçле-мелле.
Асăннă ĕçе пурнăçла-малли пĕр мел вăл - тĕрлĕ пусмаран ăсталанă пуканесемпе паллаштарасси. Çак тĕллевпе "Пилеш" ача сачĕн кĕçĕн ушкăнĕнче ятарлă проект ĕçлет. Асăннă ушкăнри ачасен ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-аслашшĕ, кукамăшĕ-кукашшĕ "Мĕн авалрах - çав чуна çывăхрах" проекта хаваспах хутшăнма кăмăл турĕç.
Проект ĕçлеме пуçланă май эпир малтанах тĕрлĕ пусмаран, çĕтĕкрен ăсталанă пуканесен историне тĕпчесе пĕлтĕмĕр. Пуканесене пусмаран ăсталанă чухне ĕлĕк кĕлпе, тырă пĕрчисемпе, сỹспе усă курнă. Ăстасен ĕçĕсем ăруран-ăрăва куçса пынă. Хĕрачана сăнлакан пуканесен вăрăм та хулăн çивĕт пулнă. Пит-куçне ỹкермен пуканесем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, вĕсем пирки усал-тĕселтен сыхлама пулăшаççĕ тенĕ.
Аслисем хăйсен аллипе ăсталанă пуканесемпе выляса ачасем кулленхи ĕçсене хăнăхса пынă.
Проектăн тĕлĕнтермĕш саманчĕ вара çакă пулчĕ - пирĕн ушкăна çỹрекен ачасен çывăх çыннисем, аслисем, пукане ăсталарĕç, кашни хăйĕн пуканине тĕплĕн, чун хавалне парса турĕ. Пирĕн ăстасем пуканесене тĕрлĕ халăх çи-пуçне çĕлесе тăхăнтартрĕç. Нарспипе Сетнере аса илтерекен пуканесем те пур.
Халĕ ушкăнри ачасем çак пукане-семпе куллен выляса савăнаççĕ. Юратнă çыннисем ăсталанă теттесемпе вĕсем çепĕççĕн те юратса калаçаççĕ.
Пуçланă проект малалла ĕçлет. Аваллăха тĕпчемелли пирĕн татах та нумай.
Надежда ГУСЕЛЬЩИКОВА, Ирина РОМАНОВА, "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕсем.