Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

"Артекри" кану яланлăха асра юлĕ

Дмитрий Герасимов çак кунсенче "Артекран" канса таврăннă.

Чăваш Республикин Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерстви çулсерен вĕренỹре тата спортра палăрнă шкул ачисене, тĕрлĕ конкурс-фестиваль çĕнтерỹçисене "Артек" лагере кайма путевкăсем парса хавхалантарать. Çакăн пек чыса кăçал пирĕн районтан Хусанушкăнь шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Кирилл Блинов тивĕçнĕччĕ. Акă çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 7 А класра ăс пухакан Дмитрий Герасимов та унта канса киле таврăнчĕ.

Дима кĕçĕн классенченех вĕренỹре "5" паллăпа кăна ĕлкĕрсе пырать. Вăл тĕрлĕ конкурссене тăтăшах хутшăнать. Акă 5-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра акăлчан чĕлхипе халăхсем хушшинчи "Я - лингвист" конкурсра I степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне республикăри XI вăрман олимпиадин районти тапхăрĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă, экологи проекчĕсен наукăпа практика конференцийĕнче "Здоровье человека" номинацире 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 7-мĕш класра вĕреннĕ тапхăрта та Дима ахаль ларман, шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин муници-паллă тапхăрĕнче астрономипе - 1-мĕш, физикăпа - 2-мĕш, историпе тата литературăпа 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Кунсăр пуçне Дима кăçалхи вĕренỹ çулĕнче Пĕтĕм Раççейри "Потомки Пифагора" математика кон-курсне, акăлчан чĕлхипе халăхсем хушшинчи "Британский бульдог" X конкурсне, çавăн пекех биологипе регионсем хушшинчи олимпиадăн респуб-лика тапхăрне хутшăнса япăх мар кăтартусемпе палăрнă. Дмитрий Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнать. Амăшĕ, Людмила Львовна, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет. Ашшĕ, Сергей Игорьевич, районти полици уйрăмĕнче тăрăшать. Йăмăкĕ Даша вара 1-мĕш класра ăс пухать.

Димăна класри юлташĕсем хисеплеççĕ, вăл вĕсене вĕренỹ енчен ырă тĕслĕх кăтартать. Класс ертỹçи Н.В.Мидакова та ун пирки ырă сăмах кăна калать, Дмитрий пек яваплăха туйса вĕренекен ачасем ытларах пулсан аван пулĕччĕ тет. Дмитрий Герасимов "Артекран" тулли кăмăлпа таврăннă. Урăхла пулма та пултараймасть, паллах. Вăл тинĕс хĕрринче пулса курнă, çĕнĕ юлташсем тупнă...

- Манпа пĕрле Чăваш Республикинчен пурĕ вунпилĕк ача - çичĕ арçын ача тата сакăр хĕрача - "Артека" тухса кайрĕ. Смена "В начале было слово" ятлăччĕ, вăл февралĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 9-мĕшĕччен тăсăлчĕ. Эпĕ Тинĕс лагерĕн 10-мĕш парус отрядне лекрĕм. Манăн отрядра 22 ачаччĕ (16 арçын ачапа 6 хĕрача). Чăваш Ен, Санкт-Петербург, Челябинск ачисем пурччĕ. Кунта уроксем йăлана кĕмен форматпа иртрĕç: эрнере икĕ кун шкулти пекех, эрнере тепĕр икĕ кун - сетьлĕ вĕренỹ модулĕпе.

Севастопольте кунĕпех экскурсире пулни, çавăн пекех Ялтăпа Балаклавăна кайса курни уйрăмах асра юлчĕ. Пирĕн отряд "Литература балĕнче" гран-при çĕнсе илнишĕн те питĕ хавас. "Артека" кайса курнăшăн эпĕ питĕ савăнатăп, мăнаçланатăп, унта ирттернĕ интереслĕ те усăллă вăхăт нумайлăха асра юлĕ, - аса илĕвне пайларĕ Дима.

Районта ăс пухакан, вĕренỹре палăрса пыракан тата ытларах шкул ачин çулсерен ку сумлă лагерьте канма май пуласса шанас килет. Н.ПЕТРОВА.



"Пирěн пурнăç"
22 марта 2017
14:01
Поделиться