"Чăваш Ен" передачисемпе ентешсем кăмăллă
Çак уйăх историллĕ пулăмпа палăрчĕ - район çыннисем те, республика тулашĕнче пурăнакан ентешсем те тăван чĕлхепе тухакан передачăсене "Триколор-ТВ" урлă курма тытăнчĕç. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕç республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе пурнăçа кĕчĕ. Чăваш Наци телевиденине пĕтĕм çĕршывĕпех кăтартма пуçланипе пирĕн аякра пурăнакан ентешсем питĕ кăмăллă. Аякри тăвансем "Чăваш Ен" канал ĕçлени çинчен пĕр-пĕрне шăнкăравласа пĕлтереççĕ, чăваш чĕлхине, хыпарсене, юрри-кĕввине итлесе савăннине палăртаççĕ.
Район администрацийĕн культура, туризм тата архив ĕçĕсен пай начальникĕ Александр САМСОНОВ:
- Наци телевиденийĕ çĕршыв шайне тухни - питĕ пысăк пулăм. Эпĕ унччен Шупашкара канмалли кунсенче кайсан яланах Наци телевиденине курма тăрăшаттăм, хама кирлĕ пур информацие илеттĕм - питĕ лайăх телеканал. Нумаях пулмасть эпĕ çак канал валли ỹкерĕнсе Наци телевиденийĕ пирки комментари панăччĕ. Мана кăтартнă хыççăнах таçтан та шăнкăравлама пуçларĕç. Çапла ку канала çĕршывăн пур кĕтесĕнче те - Ханты-Мансийскран пуçласа Калининград таранах - курма пултарни çирĕпленчĕ. Эпĕ пĕрре кăна мар урăх регионсенче пурăнакан ентешсем патĕнче пулнă, çавна май вĕсем чăваш чĕлхишĕн тунсăхласа çитнине аван туяттăм. "Чăваш Ен" передачисене спутник урлă кăтартма тытăнни вара вĕсемшĕн - республика тулашĕнче пурăнакан пилĕк миллиона яхăн чăвашшăн - чăн-чăн уяв тесе шутлатăп.
Хамăр районта çуралса ỹснĕ, халĕ Коми Республикинче пурăнакан Елена ИГНАТОВА:
- Чăваш передачисене курма май пуррине мана ялти тăвансем мартăн 8-мĕшĕнче пĕлтерчĕç. Ним тăхтаса тăмасăр "Чăваш Ене" шырама тытăнтăм, Наци телевиденине тупма йывăр пулмарĕ. 823 кнопкăна пуссан унта чăваш концерчĕ пыратчĕ - вара çемйипех концерт курса килентĕмĕр. "Суварята" ачасен ташă коллективĕнче Глеб Самылкин ташланине куртăмăр. Глеб Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан, "Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ Зинаида Самылкинан мăнукĕ (Андрей ывăлĕн ачи) пулать. Ăна курсан питĕ савăнтăмăр, Шупашкарта пулнă пекех туйăнчĕ. Ман шутпа, пушкăртсен, тутарсен, чеченсен пекех чăвашсен те хăйсен канал пурри питĕ лайăх. Вăл пире тăван çĕрпе çывăхлатать, тăван чĕлхене манма памасть.