Чутай тумĕ - халăх пуянлăхĕ
Кăçалхи январĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа республикăра Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" регионсем хушшинчи конкурс пырать. Мартăн 2-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче асăннă конкурсăн муниципаллă тапхăрĕ иртнĕ.
ЧНК-н районти уйрăмĕн ертỹçи Юлия Мареева конкурса фольклор ушкăнĕсене, "Хĕвел" тата "Пилеш" ача сачĕсене çỹрекенсене явăçтарнă. Чутайсен авалхи тумĕн пуянлăхне вара районти пур ялсенчен те тенĕпе пĕрех пухăннă çынсем кăтартса панă. Асатте-асаннесен авалхи арчисенчен масмак, сурпан, пир кĕпе илсе килнĕ вĕсем. Фойери куравра çавăн пекех авал хуçалăхра усă курнă савăт-сапана, ĕç хатĕрĕсене курма пулнă.
Чăваш наци конгресĕн хастарĕсенчен тăракан жюри районти конкурса хакласа çапла пĕтĕмлетỹ тунă: пилĕк номинацире çĕнтернисене Шупашкарта иртекен регионсем хушшинчи конкурса хутшăнтармалла.
Вĕсем: "Йăлана кĕнĕ чăваш наци костюмĕ" номинацире палăрнă Валентина Вазикова ("Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ), "Чăваш наци костюмĕн элеменчĕ" номинацире мала тухнă Лариса Абакумова (Питĕркасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен), "Наци эреш-илемĕ" номинацире - Питĕркассинчи Зоя Магаськина, "Чăваш тĕрри" номинацире - Кỹпешри Зоя Перепелкина, "Наци костюмĕсен автор коллекцийĕ" номинацире - Хусанушкăнь шкулĕн чăваш чĕлхипе литература учителĕ Светлана Яруткина.
А.КАРПОВА.