Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Афган хĕвелĕ халĕ те асрах

Февралĕн 15-мĕшĕ Николай Фадеевшăн - уйрăм кун. Çак кун ăна Афган çĕрĕ çинче салтак тивĕçне пурнăçланă юлташĕсемпе тĕл пулма, хальхи вăхăтри ĕçсене, пурнăçри ỹсĕмсемпе йывăрлăхсене пĕрле сỹтсе явма май парать - вăрçă çинчен пĕр сăмах та.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Афганистана лекме тỹр килнисем вунă çул ытла тăсăлса пынă хаяр пулăмсене аса илме юратмаççĕ. Çакна ветеран-афганецсемпе кашни тĕл пулса калаçмассерен сăнатăп. Журналистсен ыйтăвĕсем çине вĕсем кĕскен, çиелтен хуравлаççĕ. Хальхинче те çак материалăн тĕп геройне калаçтарма, ăс-тăнри вăрттăн кĕтесре пытанса упранакан салтак чухнехи асаилỹсене - сăртлă-туллă вырăнсем, алла пĕрремĕш хут пăшал тытса курни, "Манăн веçех йĕркеллĕ" çырури йĕркесем пирки - туртса кăларма тиврĕ.

Николай Фадеев Уйпуç ялĕнче 1960 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Мăн Этменти вăтам шкултан вĕренсе тухсан чĕрчунсене, выльăх-чĕрлĕхе юратаканскер, Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кайнă. 1982 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче вăл çар ретне тăнă. Çирĕп сывлăхлă каччă салтак атти тăхăнмалли вăхăта питĕ кĕтнĕ. Мĕншĕн тесен чăн-чăн арçыннăн çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçламаллах тесе шутланă. Малтанах вĕсене Узбекистанри Самарканд хулине илсе çитернĕ, унта вĕренỹ курсĕсем пулнă. Малалла ăçта илсе каяссине чухламан та вăл, çул çинче пынă чух кăна вăрçа кайнине пĕлнĕ. Каяс килет-и, çук-и? Никам та ыйтса тăман - приказ панă, пурнăçламалла.

Чăваш каччи Афганистанăн çурçĕр хĕвелтухăç пайĕнчи Кундуз провинцие лекнĕ. Малтанах вăл часовойра тăнă, кайран медсанбатра санинструкторта тăрăшнă. Калас пулать, вăл вăхăтра Кундузра совет çарĕсемпе моджахедсен юхăмĕсем хушшинче хĕрỹ çапăçусем пынă. Николай Ильич вăрçă хирĕнче аманнă салтаксене сипленĕ. Суранланнă салтаксене вĕсем патне тăтăшах илсе килсе тăнă. Мĕн тĕрлĕ суран курман-ши санинструктор? Чăн вăрçă пынă çĕрте нăйкăш-са ларнипе ĕç тухманнине лайăх пĕлнĕ, кунта çирĕп чун, çирĕп кăмăл, ăс-тăн кирлĕ пулнă.

Çитменнине совет салтакĕн тỹсĕмлĕхĕпе çирĕплĕхне ют çĕрти çутçанталăк тĕрĕсленĕ, совет салтакĕсене кунти климата хăнăхма çăмăл пулман. Çанталăк пĕрмаях шăрăх тăнă. Хĕвел хĕртсе, тусанпа хăйăр вĕçсе тăни ветеран-афганецăн халĕ те куç умĕнчех иккен. Ют çĕрте халăх питĕ чухăн пурăнни тỹрех курăннă. Çапăçу хирĕнче аманнисĕр пуçне шăрăха тата йĕри-таврари тасамарлăха пула салтаксем урăх чирсемпе аптăранă. Уйрăмах сарамак, вар тифĕ тата ытти чирсем анлă сарăлнă. Пĕррехинче Николай хăй те вар тифĕпе чирлесе ỹкнĕ, госпитальте уйăх хушши сипленнĕ.

1984 çулта Николай Фадеев сержант - сакăр ачаллă çемьери виççĕмĕш ывăл - тăван яла таврăннă. Райвоенкоматра ăна офицер званине панă. Николай тỹрех "Путь коммунизма" колхозра ветеринарта ĕçлеме пикеннĕ. Кунта пилĕк çул хушши сысна ферминче ветфельдшерта вăй хунă. 1

989 çултан пуçласа Уйпуçĕнчи ветеринари участокĕн заведующийĕнче ĕçлеме тытăннă. Ĕçрен татăлмасăрах професси пĕлĕвне ỹсте-рес тĕллевпе Хусанти патшалăх ветеринари институтĕнче куçăмсăр майпа ултă çул вĕреннĕ. Çав хушăрах темиçе çул хушши Мăн Этмен ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă. Заведующире 20 çул ытла ĕçленĕ хыççăн пултаруллă ветеринара районти ветстанцине чĕнсе илнĕ, ветеринарипе санитари экспертиза пỹлĕмĕн заведующийĕ пулма шаннă. Лабораторинче халăхăн сĕтне, аш-какайне, апат-çимĕçне тĕрĕслеççĕ. Кунсăр пуçне ветеринари тухтăрĕ патне пулăшу ыйтса пыракансем сахал мар. Пурне те вăл пулăшма тăрăшать, выльăх-чĕрлĕх усракансене ĕçпе пулăшнисĕр пуçне канаш-сĕнỹ парать.

Сăмах май, Николай Ильичăн ашшĕпе амăшĕ, пĕртăванĕсем (çемьере çичĕ ывăлпа пĕр хĕр) - пурте паянхи кун сывах пурăнаççĕ. Çакăншăн ветеран-афганец, паллах, савăнать. "Атте-анне пулсан, тăвансем пулсан - пиртен пуян çын çук çĕр çинче", - тет.

Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Николай Фадеев темиçе хутчен те район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Вĕсенчен те хаклăраххисем - Афган вăрçипе çыхăннисем: СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамоти (Афган вăрçинче пулнăшăн панă), "Воин-интернационалиста - ырă кăмăллă Афган халăхĕнчен" тата юбилей медалĕсем. Вĕсем çамрăклăхри, пурнăçри чи йывăр самантсемпе çыхăннă пулин те ветеран-афганеца Афганистанра хамăр çĕршывăн интересĕсене хỹтĕленĕ кунсене аса илтерсе тăраççĕ.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
15 февраля 2017
10:32
Поделиться