Петĕр Хусанкая халалласа
Петĕр Хусанкай - чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ. Кăçалхи январĕн 22-мĕшĕнче вилĕмсĕр поэтăмăр çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн ятне илтмен çын çук та пулĕ. Вăл поэт кăна мар, тăлмачă та, чĕлхеçĕ те, публицист та, историк та, этнограф та, критик та пулнă. Сумлă поэта халалласа Хусанушкăнчи вăтам шкулта январĕн 16-23-мĕшĕсенче чăваш литературин эрни иртрĕ. Çак эрне хушшинче вĕренекенсем "Петĕр Хусанкай - чăваш поэзийĕн улăпĕ" презентаци курчĕç, поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă "Çеçпĕл" хаçат кăларчĕç.
Палăртса хăварас килет, ку хаçат шкулта 1979 çултанпа тухса тăрать. Çавăн пекех эпир шкулта поэтăн кĕнекисен куравне те йĕркелерĕмĕр. Тĕрлĕ конкурссем те пулчĕç чăваш чĕлхипе литература эрнинче. Сочинени-калав, сăвă çыракансен, поэтăн хайлавĕсем тăрăх ỹкерчĕксем тăвакансен конкурсĕнче 7-мĕш класри Вадим Степкин, 5-мĕш класри Лилия Медведева, Сергей Молисов, Саша Федорова, Диана Яковлева, 9-мĕш класри Кристина Степкина, 6-мĕш класри Юлия Воробьева, Стас Николаев палăрчĕç.
Светлана ЯРУТКИНА, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен.