Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хисеплĕ тусăмăрсем!

Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсем иртни сисĕнмерĕ те. Вăхăт ытла та хăвăрт шăвать çав. Паян акă эсир "Пирĕн пурнăç" хаçатăн 2017 çулхи иккĕмĕш номерне алла илтĕр. Эсир ăна килĕштерни, кĕтсе тăни иккĕлентермест. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки 5 çул хушшинче хаçат страницисенче пĕр-пĕрне саламлани те самаях йышланчĕ (10 çул каяллах хаçатра саламлани çукпа пĕрехчĕ).

Хаçат тиражĕ те çултан-çул ỹсет, 10 çул каяллах хаçат тиражĕ 2 пине яхăн кăна пулнăччĕ. Паян вара "Пирĕн пурнăç" районти кашни киле çитет тесен те йăнăш пулмĕ. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, районта вăтамран 8 пин кил-çурт шутланать: çак шута тахçанах хуçасăр пỹртсем те кĕреççĕ тата чылайăшĕн прописки районта пулсан та хăйсем аякра ĕçлесе пурăнаççĕ... Йĕри-тавра пăхсан хамăр пурăнакан ялтах хупă пỹртсем сахал мар. Аякка ĕç шыраса куллен районтан çул çине тухакансем те нумаййăн. Апла пулин те хаçата 3 пин те 521 çемье çырăнса илет. Ку районшăн пысăк кăтарту! Апла пулсан район хаçачĕ кашни килтех пур тесе çирĕппĕнех калама пулать.

Çавăн пекех редакцин хăйĕн сайчĕ те пур, хаçат страницисенче кун çути курайман сăнỹкерчĕксем сайтра вырăн тупаççĕ. "Пирĕн пурнăç" хаçатри материалсемпе интернетри соцсетьсенче те паллашма май пур. "Одноклассники", "ВКонтакте" сетьсенчи пирĕн материалсене лайăхпа палăртакансем те чылаййăн.

Пĕтĕм Раççейри "Золотой фонд прессы - 2017" конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕпе "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕ çĕршыври прессăн ылтăн фондне кĕме пултарчĕ. Ку пулăм та савăнтарать. Енчен те, хаклă вулаканăмăр, сирĕн тăванăр, юлташăр "Пирĕн пурнăçа" çырăнса илмест пулсан (ку вăл хаçата юратманнине пĕлтермест, "Пирĕн пурнăçа" вăл вуласа курман) - ăна пулăшма васкăр! Çĕнĕ çул ячĕпе, Çуралнă кунпа тата ытти сăлтавпа та "Пирĕн пурнăçа" çырăнса парăр. Çакă парнене вăл пысăка хурса хаклĕ тата "Пирĕн пурнăçа" юратса вулĕ.

Паян, январĕн 13-мĕшĕнче - Раççей пичечĕн кунĕ. Çак кун 1703 çулта I Петĕр патша хушăвĕпе "Ведомости" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленнĕ. Вырсарникун - Чăваш пичечĕн кунĕ. Çак уява çирĕплетекен саккуна Чăваш Республикин Президенчĕ 2000 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче алă пуснă. Январь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче Ху-санта чăваш халăх хаçачĕн, "Хыпарăн", пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Хаклă вулаканăм! Сана Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе салам-латăп! Малалла та пĕрле утма çирĕп сывлăх, такăр çул, яланах "Пирĕн пурнăç" хаçата алла илсе вулама ырă кăмăл, пурнăçра телейпе ăнăçу сунатăп! Кашни вулакана, кашни почтальона, редакцине килекен кашни çырăвăн авторне çĕре çити пуç тайса тав тăватăп! Пурте пĕрле пулар! Йышпа эпир вăйлă!

Алина ОРИНОВА.



"Пирěн пурнăç"
13 января 2017
09:55
Поделиться