Пĕчĕк предпринимательсене пĕлме
2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Ĕç кодексне кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕреççĕ. Вĕсем пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсенче, микропредприятисенче, ĕçлекенсемпе çыхăннă. Унпа килĕшỹллĕн ĕçпе тивĕçтерекен вырăнти норматив акчĕсене (ĕç правин йĕркине кăтартаканнисене) йышăнмасан та пултарать. Тĕслĕхрен: ĕç йĕркин шалти правилисене, ĕç укçи тỹлемелли положение, премилессин йĕркине, смена графикне тата ыттине те. Çав хушăрах ĕçпе тивĕçтерекен çак условисене ĕç килĕшĕвне кĕртме тивĕç. РФ Правительствин 2016 çулхи августăн 27-мĕшĕнчи 858 № йышăнăвĕпе ĕçпе тивĕçтерекенпе ĕçлекен хушшинче тăвакан ĕç килĕшĕвĕн типлă формине çирĕплетнĕ. Вăл та 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăйра.
Диана САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи