Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вулаканăм, пĕрле пулар!

Те çĕр чăмăрĕ хытăрах çаврăнма пуçларĕ, те пуç çĕклемесĕр ĕçленипе вăхăт иртни сисĕнмест - черетлĕ Çĕнĕ çул çитиччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Упăте çулĕ тапăртатса иртсе каять, Автан çулĕ алăкран шаккать. Хăйĕнпе пĕрле телейпе юнашар юрату, сывлăх, ăнăçу, тулăх пурнăç илсе килсен тем пекехчĕ... Çулталăк хушшинче кун çути курнă 89 номере тепĕр хут уçкаласа пăхатăп - мĕнле кăна ыйту хускатман, кам пирки кăна çырман... "Хамăрах çавăн чухлĕ ĕлкĕрнĕ-ши?" - мĕлтлетет пуçра шухăш. Чи кирли вара - вулаканăмăр пире шанни. Ырă хыпарсемпе кăмăла уçнисĕр пуçне пулăшу ыйтакан та пур. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса вĕсене пулăшма май килсен тем пекех савăнатпăр. Чи кирли - вулакан пире шанать, власть вара хаçатпа канашлать, эпир тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшать. Çапла пĕр-пĕрне ăнланса, алла-аллăн тытăнса ĕçлесен ăнăçу пулатех. Юр пĕрчи çине юр пĕрчи ỹкет... 2016 çул та вĕçленсе пырать. Пирĕн вара ĕçлесси, йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтересси, çĕнĕ çуртсем тăвасси, çĕнĕ çулсем сарасси, ача-пăча çуратса вĕсене çунат сарма пулăшасси - малта. Çавăн пекех 2017 çулта Раççейре Экологи çулталăкне ирттерĕпĕр, Чăваш Енре - Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне. Çавăнпа та, вулаканăм, пĕрле пулар. Апла пулсан, район хаçатне çырăнма васка. Çырăнтару тапхăрĕ вĕçлениччен 3 эрне кăна юлчĕ. Çывхарса килекен уяв ячĕпе сире, хаклă вулаканăмăрсем! Çĕнĕ çул çĕнĕ ĕмĕтсемпе, ĕçсемпе пуянлантăр. Палăртни вара яланах пурнăçлантăр!

Алина ОРИНОВА.



"Пирěн пурнăç"
09 декабря 2016
10:14
Поделиться