Кур та савăн, тĕлĕн те вĕрен
Ялхуçалăх продукцийĕн кĕркуннехи куравĕ кашни çулах анлă иртет. Кăçалхи курава хутшăнакансем те куракана хăйне май тĕлĕнтерме тăрăшрĕç, çакна валли сад-пахчари çимĕçсемпе тем те пĕр ăсталаса тухрĕç. "Кур та савăн, тĕлĕн те вĕрен", - темелли кăна юлать.
Ял тăрăхĕсенче пурăнакансен пултарулăхĕ иксĕлми пулнине пăхмасăр жюри чи лайăххисене палăртма пултарчĕ. Ял тăрăхĕсем хушшинче атнарсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăна хĕрлĕчутайсем тивĕçрĕç, Пантьăк тата Питĕркасси ял тăрăхĕсем виççĕмĕш вырăна пайларĕç. Вĕренỹ учрежденийĕсем хушшинче чи илемлĕ те пуян курав "Хĕвел" ача сачĕн пулчĕ. Курава ачасем, воспитательсем, ашшĕ-амăшĕ тăрăшса хатĕрленни палăрчĕ. Кавăнран тата ытти пахча çимĕçрен мĕн кăна ăсталаман-ши вĕсем? Çакна сăнỹкерчĕксене пăхса хаклама пултаратăр.
А.ЗАМУТКИНА.